Ырлăх
Ырлăх - Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи ял вырăнĕ. Вырăсла ун пек тĕлсене "урочище" теççĕ.
ял пулнă вырăн | |
Ырлăх
| |
Патшалăх | РФ |
Вырнаçу | Патăрьел районĕ |
Статус | Ял хуçалăх çĕрĕ |
Координатсем: 56°08′54″ с. ш. 47°14′31″ в. д. / 56.1483861° с. ш. 47.242139° в. д. (G) (O)
ТавралахĕПравить
Хырла шывĕ хĕрринче Патирекпе Хĕрĕх Сутах (Христах) ялĕсем хушшинче вырнаçнă.
Кун-çулĕПравить
1928 çулта Алманчăран куçнă 8 çемье никĕсленĕ. "Ырлăх" колхоз хуçалăхне йĕркеленĕ. Çав çул уракан çил-тăвăл юнашар вăрманта нумай йывăçа тăпăлтарнă. Ырлăхсене унпа усă курма ирĕк панă.
Вăрçă хыççăн ялта вулавăш пулнă. Хырла шывĕ çинче ГЭС лартнă.
60-мĕш çулсенче, колхоза пĕрлештерсен, яла пуласлăхсăррисем шутне кĕртнĕ. Пĕтĕм колхоз харпăрлăхне унтан илсе кайнă. Çынсем каялла Алманчă ялне куçнă.
Паллă çыннисемПравить
- Хадаров Петр Иванович- полковник.
- Хитров Алексей Григорьевич
ВуламаллиПравить
КаçăсемПравить
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |