Александров Анатолий Александрович (кларнетист)

Анатолий Александрович Александров (1918, кăрлач, 30, Чăваш АО, Элĕк районĕ, Янăш ялĕ — Мускав, 1969, чӳк, 10), - чăваш совет мусăкçи (кларнетист).

Анатолий Александров
Тулли ят Александров Анатолий Александрович
Çуралнă вăхăт 1918, кăрлач, 30
Çуралнă вырăн Янăш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АО, СССР
Вилнĕ вăхăт 1969, чӳк, 10
Вилнĕ вырăн Мускав
Патшалăх
Инструментсем кларнет
Жанрсем классика мусăкĕ
Парнесем Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1918 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Янăш ялĕнче çуралнă. Чăваш Сурăмĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти мусăкпа театр техникумне пĕлӳ пухма кĕрет.

Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех симфони оркестрĕнче ĕçлеме тытăннă. Кайран пĕр çулталăк хушши Хусанти мусăк техникумĕнче вĕреннĕ, юлашки курса Мускаври консерватори çумĕнчи мусăк училищине куçнă.

1939 çулхи кĕркунне Мускаври консерватори студентне Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Хĕсмече Мускаврах иртет — Анатолий СССР Хӳтĕлев министерствин кăтартуллă оркестрĕнче кларнетпа калать. Пĕтĕм Союзри мусăкçăсен ăмăртăвне хутшăнать, лауреат ятне тивĕçет. Хӳтĕлев министерствин оркестрĕнче Анатолий Александрович 7 çул хĕсметре тăрать. Хĕрлĕ Çарта А. Александрова 3 медальпе хисепленĕ, вĕсенчен пĕрри — Мускава хӳтеленĕшĕн.

Çартан таврăнсан Анатолий Александров Мускаври консерваторинче А. В. Володин класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Вĕренӳ çулĕсенчех Хĕрлĕ Çарăн Тĕп çуртĕнчи мусăк театрĕн тата Пĕтĕм Союзри радио оркестрĕнче ĕçлет.

Консерваторие пĕтерсен ăна Мускаври чи паллă оркестрсене ĕçе чĕнеççĕ. Вăл, пĕрремĕш кларнетист пулса, Пысăк театрĕн спектаклĕсене, ССР Союзĕн Патшалăх оркестрĕн концерчĕсене хутшăнать. Анчах та вăл яланлăхах хăй юратнă коллективра — Мускав патшалăх филармонийĕн симфони оркестрĕнче ĕçлеме юлать. Оркестрта 21 çул çут тĕнчерен уйрăлса кайичченех солист пулса ĕçлет.

1957 çулта А. Александров Мӳнхенре иртнĕ ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери мусăкçăсен конкурсне хутшăнать. Англире, Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче тата Францире икшер пулать. Çавăн пекех Кубăра, Мексикăра, Японире, Европăри 12 çĕршыва гастроле кайса çӳренĕ.

1969 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Мускавра вилсе кайнă.

Аса илӳсем

тӳрлет

Ун пирки Ленин парни лауреачĕ Г. В. Свиридов композитор çапла каланă:

Анатолий Александров — хăйĕн инструменчĕпе кăткăс та пуян техникипе виртоуз евĕр усă курма пĕлекен, илемлĕ сасăпа тыткăна илекен çав тери чаплă мусăкçă. Вăл классик композиторсен тата хальхи вăхăтри авторсен ĕçĕсенче тăтăшах тĕл пулакан кларнетпа каламалли кĕвĕсене питĕ ăста вылянине мусăка юратакансем Мускаври филармонии оркестрĕнче тăрăшнă кашни çĕршыврах киленсе итленĕ…

Ю. Илюхин мусăк тĕпчевçи те ун пирки ырăпа асăнать:

«А. Александров чăваш совет мусăкне пропагандăлас тĕлĕшпе ĕçлекен хастар мусăкçă. Вăл тăван республикăра ирттернĕ концертсен мусăка юратакансене чăннипех савăнтаратчĕç. Шупашкара та вăл час-часах килетчĕ: чăваш композиторĕсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарма, вĕсене çурхах çине çырма, филармонии концерчĕсене хутшăнма, хăй пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулма. Хăйĕн репертуарне чăваш композиторĕсен ĕçĕсемпе пуянлатма тăрăшатчĕ. А. Асламас, М. Алексеев, В. Кривоносов, В. Ходящев, А. Токарев, Ф. Лукин пултарулăх ĕçĕсене концртсенче вылятчĕ вăл».

Чыслани

тӳрлет
  • ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет