Çĕньял (Новокуйбышевск хула тăрăхĕ)
Çĕньял (выр. Чувашские Липяги) — Самар облаçĕнчи Атăл районĕнчи Новокуйбышевск хула тăрăхне кĕрекен чăваш ялĕ. 1945-мĕш çул тĕлне кунта "Сене-Ял" текен колхоз пулнă[1]. Çавна кура яла хăйне те çав ятпах каланă темешкĕн май пур. Е, аплах пулмасан та, халăхра çÿренĕ темиçе ятран пĕри теме пулать. Çапах та ку ыйту тĕппипех вĕçленнĕ темелле мар. Шырав малалла пырать.
Тĕл
Çĕньял
Çĕньял
|
Истори
тӳрлетВлас Паймен çырнă "Кĕпер" романтан[2]:
Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ.
Влас Паймен ялăн чăн-чăн чăвашла ятне асăнмасть. Ун пек ят вара, яла тахçанах никĕсленине шута илсен, пулнах ĕнтĕ.
Г.Ф.Юмарт пĕлтернинчен:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Иногда к ним приезжали гости из Чебоксар и Казани. Об этом свидетельствует письмо, обнаруженное нами в фонде поэта И.Ивника. Оно датировано 03.02.1941 г. Вот отрывок из этого письма: «Передайте старику Шелеби сердечный привет. Привет от того мальчика, у которого он некогда был в гостях в деревне Чувашские Липяги Самарского района. Сообщите ему, что я перевел его «Чувашскую песню», скоро к нему пришлю письмо. Привет и И. Тукташ/у/, с которым мы тоже некогда были активными посетителями Самарского клуба нацменов».33 Письмо подписано Дмитрием Куликовым. Оно отправлено из Ленинграда (V. 346, № 2755).<Куçару: Хăш чух вĕсем патне Шупашкартан тата Хусантан хăнасем килкеленĕ. Çакăн пирки И.Ивник фондĕнче тупăннă çыру систерет. Ăна 03.02.1941 ç. датăпа палăртнă. Акă çырăвăн татăкĕ: ">
Малалла Г.Ф.Юмарт çавăнтах çапла çырать[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Ныне деревни Чувашские Липяги нет, ее территория вошла в черту города Новокуйбышевска. Судьба автора письма нам неизвестна. Кроме названного произведения Н. Шелеби Д. Куликов перевел еще несколько стихов И. Ивника. Б<Куçару: Халĕ ку Çĕньял ялĕ çук, унăн территорийĕ Новокуйбышевск хулинче. Çыру авторĕн шăпи пире паллă мар. Н.Шелепин асăннă сăввисĕр пуçне Д.Куликов тата И.Ивникĕн темиçе сăввине куçарнă.>
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Куликов Дмитрий (ашшĕ ячĕ паллă мар) — Шелепи Николай Иванович, Ивник Иван Николаевич, Тукташ Илья Семёнович поэтсемпе пĕлĕшлĕ пулнă çын.
Вуламалли
тӳрлет- Юмарт Г.Ф. Аскулы жили в Самарской Луке? // Г.Ф. ЮМАРТн ВОПРОСЫ ЧУВАШСКОГО ЛИТЕРАТУРОВЕДЕНИЯ, ПЕРЕВОДА И ФОЛЬКЛОРИСТИКИ Тезисы Статьи Рецензии Обзоры ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ПĔЛĔВĔН, КУÇАРУ ĔÇĔН ТАТА ФОЛЬКЛОРИСТИКА ЫЙТĂВĚСЕМ Тезисем Статьясем Рецензисем Обзорсем. 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары — Шупашкар. 2013. — С.58-60
- Юмарт Г.Ф. Не назывался ли городок Аскулом? // Çавăнтах. — С.69-70.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чем занимался самый богатый человек Липягов, и кого спасла от чумы первая партия сыворотки с биофабрики.
- ^ Влас Иванов-Паймен | Роман Кĕпер :: Юпасăр кĕпер
- ^ Юмарт Г.Ф. Фольклорные и культурные штрихи в культуре чувашей Самарской Луки. // Г.Ф. ЮМАРТн ВОПРОСЫ ЧУВАШСКОГО ЛИТЕРАТУРОВЕДЕНИЯ, ПЕРЕВОДА И ФОЛЬКЛОРИСТИКИ Тезисы Статьи Рецензии Обзоры ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ПĔЛĔВĔН, КУÇАРУ ĔÇĔН ТАТА ФОЛЬКЛОРИСТИКА ЫЙТĂВĚСЕМ Тезисем Статьясем Рецензисем Обзорсем. 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Чебоксары — Шупашкар. 2013 . — С.244-259.
Каçăсем
тӳрлет- Липяги в годы Великой Отечественной «Память истории священна»: Краеведческие записки (посвящается 50-летию г. Новокуйбышевска). – Новокуйбышевск, 2003. 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Краткая информация о Чувашских Липягах.
- Мăн Тӳпе 2014 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Самар облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |