Япон чĕлхи
Япо́н чĕлхи (яп. 日本語 нихонго ) — япон халăхĕ калаçакан чĕлхе. Япони конституциййĕнче унăн статусне палӑртман пулин те, вăл чăнласах Японин патшалăх чĕлхи пулать. Челхее пуплекенсен йышӗ - 128 миллион çын яхӑн (тӗнчери чӗлхесем хушшинче саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать).
Япон чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | 日本語 |
Патшалăхсем: | — |
Йĕркелекен: | Официаллă регулятор çук, де-факто çак функцие Вĕренӳ тата культура министерстви çумĕнчи Культура агентстви пурнăçлать |
Рейтинг: | 9 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Япон-рюкю чĕлхисем | |
Çырулăх: | кандзи, кана (хирагана тата катакана) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | япо 870 |
ISO 639-1: | ja |
ISO 639-2: | jpn |
ISO 639-3: | jpn |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Тӗнчепе сарӑлни
тӳрлетЯпон чĕлхипе калаçакансен ытларахӑше Япони утравĕсенче пурӑнать. Унсӑр пуçне япон чӗлхипе Корейӑра, Тайваньре, Китайра (Япони оккупациленӗ пулнӑскерсенче) кӑшт усӑ кураççӗ. Японирен Çурçӗр тата Кӑнтӑр Америкӑна (Калифорнине, Бразилине), Гавайя утравӗсене эмиграциленӗ японсем те унпа усă кураççӗ.
Классификацилени
тӳрлетЯпон чӗлхи Алтай чĕлхисен çемьине кĕрет (ку ыйту çинчен С.А Старостин çырнă диссертацине пăхăр: «Алтайская проблема и происхождение японского языка»[1] 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.).
Диалектсем
тӳрлетЯпонин географиллӗ уйрӑмлӑхӗсене (пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑман утравсем, çӳллӗ ту хырçисем) пула япон чӗлхинче вунӑ диалект яхӑн пур. Чи сарӑлнисем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Кансай-бен (関西弁), Тохоку-бен (東北弁) тата Канто-бен (関東弁), Токио тата ун тавралӑхӗн диалекчӗ. Тӗрлӗ диалектпа калаçакан японецсем час-часах пӗр-пӗрне ӑнланмаççӗ (çапах та кашни японец стандартлӑ япон чӗлхине пӗлет). Токио диалекчӗн никӗсӗнче «пӗрлехи чӗлхе» (共通語 кё:тсу:го) йӗркеленӗ пулнӑ. Стандартланӑ диалекта 1886-мӗш çултан пуçласа шкулсенче вӗрентме пуçланӑ.
Кивĕ япон чĕлхи
тӳрлетКивĕ япон чĕлхи (урӑх ячĕсем: ахаль япон чĕлхи, Хэйан тапхăрĕн чĕлхи, кивĕ çырулăхлă яппун чĕлхи, бунго) – IX-XII ĕмĕрсенчи япон çырулăхĕн китайланман палăкĕсен чĕлхи. Каярах вӑл бунго (XX ĕмĕрĕн варричченех Японин литература чĕлхи пулнă) никĕсĕ пулса тăнă.
Пулса кайни
тӳрлетКивĕ япон чĕлхи Киото диалекчĕн (чи авторитетлă пулнăран) никĕсĕ çинче аталаннӑ.
Япон çырулӑхӗ
тӳрлетЯпон лексики
тӳрлетЧӑваш тата япон чӗлхисем хушшинчи çыхӑнусем
тӳрлетчăвашла | тĕрĕкле | авалхи япон чĕлхи | хальхи япон чĕлхи |
хытă | кат | ката | катай - 硬い (хытă) |
тăри | торгай | тори | тори 鳥(вĕçен кайăк) |
сасă | сес | саса | сасаяку - 聶 (шăппăн кала) |
кил | гел | куру(кулу) | куру-来る |
(А.А.Орлов «Чăваш тата япон чĕлхисене танлаштарса тĕпчени»; хальхи вăхăтра тăвăнакан тĕпчев ĕç).
65 чи кирлĕ пуплев сыпăкĕсем яппунла
тӳрлетчăвашла | яппунла |
- | Хай (ийа) |
- | Иие (çук) |
Ӑнланатӑп | Вакаримас |
Ӑнланмастӑп | Вакаримасен |
Тавтапуҫ | Аригато |
Тархасшӑн | До иташимашите |
Тархасшӑн (панӑ чухне) | До:зо |
Тархасшӑн (ыйтнӑ чухне) | Онекаи шимас |
Каҫару ыйтатӑп | Сумимасен |
Нимех те мар | Дай джобу дэс |
Айта пуҫлар | СА: Хаджимемассе: |
Ырӑ ир пултӑр | Охайе Годзаймас |
Ырӑ кун пултӑр | Конничи ва |
Ырӑ каҫ пултӑр | Конпан ва |
Мӗнле сывлӑхсем? | Окенки дес ка |
Тавах лайӑх | Аригато генки дес |
Мӗнле пурнӑҫсем? | Иккака дес ка |
Мӗн чухлӗ пӗрни пӗр курманни | Хиссашипури не |
Сывӑ пулӑр | Сае а |
Тӗпре курӑнӑҫиччен | Матта оме ни |
Тӗл пулӑпӑр | Джа матта |
Ыранччен | Ме нитти ома ни каккаримассе |
Каҫару ыйтатӑп | Го мен насай |
Мана пулӑшаймастӑр-и? | О некай иттассимас? |
Чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатӑп | Сумимассен дешита |
Кӗме юрать-и? | Хаиттемо ий дес ка? |
Пысӑк тав! | До мо арикатто гозаймашита |
Тава тав | До итташимашите |
Пурте аван! | Арикатто генки дес |
Саламлатӑп | Омететто |
Пулӑшнӑшӑн тав | Гоккерекку арикатто гозаймас |
Йыхравланӑшӑн тав! | Госе тай арикатто гозаймас |
Пуриншӗн тавах! | Ироиро то до мо арикатто |
Чаплӑ парнешӗн тав! | Кекко на пурезенто арикатто гозаймас |
Сирӗнпе паллашма хавас! | Хаджимемашите до зо ерошику |
Эпӗ --- ятлӑ | Ваттаҫи но намае ва дес --- |
Хӑвӑр ятӑра тата хушаматӑра ҫырӑр-ха | Аната но намае то ме джи о кайте кутассай |
Ак ман паллашу хучӗ | Ваташи но мейши о до зо |
Сирӗнпе паллашма питӗ хавас | Оме ни каккаретте тайххен уреший дэс |
Айта паллашар | Дева се кайссимас |
Паллашӑр, --- хӑта | Сан о се кайшимас |
Эп сире --- Хӑтапа паллаштарасшӑн | САН О СЕ: КАйшиТАй НОДеС |
Эсир акӑлчанла пӗлетӗр-и | Тӗрӗклерех те акӑ турккӑлла |
Эпӗ яппунла калаҫмастӑп | Нигонго ва ханасе-масен |
Хулленлен калăçăр-ха | Мо: скоши юккурихханашитте кутассай |
Сывă пулăр | Сайо:нара |
Ыйхи тутлă пултăр | О ясуми насай |
Хăвна сыхла | О ки о цукете |
Çакăнпа Эсир мĕнле усă куратăр? | Коре о доятте цукаимаска? |
Ку мĕн? | Коре ва нандеска? |
Тула ăçта тухаççĕ? | О тойре ва докодеска? |
... ăçта? | ...ва доко деска? |
Миçе сехет? | Нанджи деска? |
эпĕ | ваташи |
эсӗ (эсир) | аната |
вӑл (арҫын) | карз |
вӑл (хӗрарӑм) | каноджо |
арҫын | дансей |
хӗрарӑм | джосей |
арӑм | окусан |
упӑшка | Ҫӳчин |
хӗр | мусуме |
ача | котомо |
ывӑл | мусуко |
(Хавал ушккӑнӗн Кофе тӑхтавӗн Контактри элӗнчен.
Литература
тӳрлет- Сыромятников Н. А. Древнеяпонский язык. — М.: 1972.
- Алпатов В. М. Япония: язык и общество. — М.: Муравей, 2003. Архиври копи, 7 Пуш уйӑхӗн 2016 Wayback Machine çинче
- Язык // В стране восходящего солнца : Очерки и заметки о Японии / [Соч.] Григория де-Воллана. — 2-е испр. и доп. изд. — Санкт-Петербург ; Москва : товарищество М. О. Вольф, 1906 (Санкт-Петербург). — [4], 566, V с. : фронт. (портр.), ил.; 22.
- Эрико Сато Японский язык для чайников, 2-е издание. — М.: «Диалектика», 2013. — ISBN 978-5-8459-1880-2
- Эрико Сато . — М.: «Диалектика», 2014. — ISBN 978-5-8459-1884-0
- Стругова Е. В., Шефтелевич Н. С. Читаем, пишем, говорим по-японски — М. : Восточная книга, 2016. — Т. 1, 2. — 624 с. — ISBN 978-5-7873-0885-3.
- Лаврентьев Б. П. Самоучитель японского языка. — М.: 1992.
- Akamatsu, Tsutomu. Japanese phonology: A functional approach. — München: LINCOM EUROPA, 2000.
- Фельдман-Конрад Н. И. Японско-русский словарь иероглифов. — М.: 1977.
- Фельдман-Конрад Н. И., Цын М. С. Учебник научно-технического перевода. Японский язык. — М.: 1979.
- Bloch, Bernard. Studies in colloquial Japanese IV: Phonemics // Language. — 1950. — Vol. 26. — P. 86—125.
- 新日本語の基礎. Association for Overseas Technical Scholarship (AOTS)
- Материалы по японскому языку (акăлч.). çăлкуçран архивланă 11 Юпа уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 18 Юпа уйӑхӗн 2008. (2012 çулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Материалы по японской письменности (выр.). çăлкуçран архивланă 23 Утӑ уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 19 Юпа уйӑхӗн 2008. (2012 çулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Материалы по фонетике и грамматике японского языка (выр.). çăлкуçран архивланă 10 Юпа уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 20 Юпа уйӑхӗн 2008. (2010 çулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Русско-японский, японско-русский словарь онлайн Электронная версия Большого японско-русского словаря под редакцией академика Н. И. Конрада.
- Русско-японский, японско-русский словарь онлайн Yakuru
- Минна но Нихонго Уроки японского языка + Японско-русский и русско-японский словарь онлайн
- ЯРКСИ — японско-русский словарь иероглифов
- Японско-русский и русско-японский словарь (кандзи, кана и киридзи)
- Японско-русский и русско-японский онлайн словарь: + программа подстрочного перевода.