Япон чĕлхи

(Японла ҫинчен куҫарнӑ)

Яппун чĕлхи (яп. 日本語 nihon-go), — япон халăхĕ калаçакан чĕлхе. Японин конституцийнче ун статусне палӑртман пулин те, вăл чăнласах Японин патшалăх чĕлхи пулать. Унпа калаçакансен йышӗ - 128 миллион çын яхӑн (тӗнчери чӗлхесем хушшинче саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать).

Тӗнчепе сарӑлни

тӳрлет

Япон чĕлхипе калаçакансен ытларахӑше Япони утравĕсенче пурӑнать. Унсӑр пуçне япон чӗлхипе Корейӑра, Тайваньре, Китайра (Япони оккупациленӗ пулнӑскерсенче) кӑшт усӑ кураççӗ. . Японирен Çурçӗр тата Кӑнтӑр Америкӑна (Калифорнине, Бразилине), Гавайя утравӗсене эмиграциленӗ японецсем те унпа калаçаççӗ.

Классификаци

тӳрлет

Япон чӗлхи Алтай чĕлхисен çемьине кĕрет (ку ыйту çинчен С.А Старостин çырнă диссертацине пăхăр: «Алтайская проблема и происхождение японского языка»[1] 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.).

Диалектсем

тӳрлет
 
da союзĕн диалект раснисем

Японин географиллӗ уйрӑмлӑхӗсене (пӗр-пӗринпе çыхӑнса тӑман утравсем, çӳллӗ ту хырçисем) пула япон чӗлхинче вунӑ диалект яхӑн пур. Чи сарӑлнисем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Кансай-бен (関西弁), Тохоку-бен (東北弁) тата Канто-бен (関東弁), Токио тата ун тавралӑхӗн диалекчӗ. Тӗрлӗ диалектпа калаçакан японецсем час-часах пӗр-пӗрне ӑнланмаççӗ (çапах та кашни японец стандартлӑ япон чӗлхине пӗлет). Токио диалекчӗн никӗсӗнче «пӗрлехи чӗлхе» (共通語 кё:тсу:го) йӗркеленӗ пулнӑ. Стандартланӑ диалекта 1886-мӗш çултан пуçласа шкулсенче вӗрентме пуçланӑ.

Кивĕ яппун чĕлхи

тӳрлет

Кивĕ яппун чĕлхи (урӑх ячĕсем: ахаль япон чĕлхи, Хэйан тапхăрĕн чĕлхи, кивĕ çырулăхлă яппун чĕлхи, бунго) – IX-XII ĕмĕрсенчи япон çырулăхĕн китайланман палăкĕсен чĕлхи. Каярах вӑл бунго (XX ĕмĕрĕн варричченех Японин литература чĕлхи пулнă) никĕсĕ пулса тăнă.

Пулса кайни

тӳрлет

Кивĕ яппун чĕлхи Киото диалекчĕн (чи авторитетлă пулнăран) никĕсĕ çинче аталаннӑ.

Япон çырулӑхӗ

тӳрлет
 
Япон пускăчлăхĕ
 
Горизонталлӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:
 
Вертикаллӗ япон çырулӑхӗн тӗслӗхӗ:

Яппун лексики

тӳрлет

Чӑваш тата япон чӗлхисем хушшинчи çыхӑнусем

тӳрлет
чăвашла тĕрĕкле авалхи япон чĕлхи хальхи япон чĕлхи
хытă кат ката катай - 硬い (хытă)
тăри торгай тори тори 鳥(вĕçен кайăк)
сасă сес саса сасаяку - 聶 (шăппăн кала)
кил гел куру(кулу) куру-来る

(А.А.Орлов «Чăваш тата япон чĕлхисене танлаштарса тĕпчени»; хальхи вăхăтра тăвăнакан тĕпчев ĕç).

65 чи кирлĕ пуплев сыпăкĕсем яппунла

тӳрлет
чăвашла яппунла
- Хай (да)
- Иие (нет)
Ӑнланатӑп Вакаримас
Ӑнланмастӑп Вакаримасен
Тавтапуҫ Аригато
Тархасшӑн До иташимашите
Тархасшӑн (панӑ чухне) До:зо
Тархасшӑн (ыйтнӑ чухне) Онекаи шимас
Каҫару ыйтатӑп Сумимасен
Нимех те мар Дай джобу дэс
Айта пуҫлар СА: Хаджимемассе:
Ырӑ ир пултӑр Охайе Годзаймас
Ырӑ кун пултӑр Конничи ва
Ырӑ каҫ пултӑр Конпан ва
Мӗнле сывлӑхсем? Окенки дес ка
Тавах лайӑх Аригато генки дес
Мӗнле пурнӑҫсем? Иккака дес ка
Мӗн чухлӗ пӗрни пӗр курманни Хиссашипури не
Сывӑ пулӑр Сае а
Тӗпре курӑнӑҫиччен Матта оме ни
Тӗл пулӑпӑр Джа матта
Ыранччен Ме нитти ома ни каккаримассе
Каҫару ыйтатӑп Го мен насай
Мана пулӑшаймастӑр-и? О некай иттассимас?
Чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатӑп Сумимассен дешита
Кӗме юрать-и? Хаиттемо ий дес ка?
Пысӑк тав! До мо арикатто гозаймашита
Тава тав До итташимашите
Пурте аван! Арикатто генки дес
Саламлатӑп Омететто
Пулӑшнӑшӑн тав Гоккерекку арикатто гозаймас
Йыхравланӑшӑн тав! Госе тай арикатто гозаймас
Пуриншӗн тавах! Ироиро то до мо арикатто
Чаплӑ парнешӗн тав! Кекко на пурезенто арикатто гозаймас
Сирӗнпе паллашма хавас! Хаджимемашите до зо ерошику
Эпӗ --- ятлӑ Ваттаҫи но намае ва дес ---
Хӑвӑр ятӑра тата хушаматӑра ҫырӑр-ха Аната но намае то ме джи о кайте кутассай
Ак ман паллашу хучӗ Ваташи но мейши о до зо
Сирӗнпе паллашма питӗ хавас Оме ни каккаретте тайххен уреший дэс
Айта паллашар Дева се кайссимас
Паллашӑр, --- хӑта Сан о се кайшимас
Эп сире --- Хӑтапа паллаштарасшӑн САН О СЕ: КАйшиТАй НОДеС
Эсир акӑлчанла пӗлетӗр-и Тӗрӗклерех те акӑ турккӑлла
Эпӗ яппунла калаҫмастӑп Нигонго ва ханасе-масен
Хулленлен калăçăр-ха Мо: скоши юккурихханашитте кутассай
Сывă пулăр Сайо:нара
Ыйхи тутлă пултăр О ясуми насай
Хăвна сыхла О ки о цукете
Çакăнпа Эсир мĕнле усă куратăр? Коре о доятте цукаимаска?
Ку мĕн? Коре ва нандеска?
Тула ăçта тухаççĕ? О тойре ва докодеска?
... ăçта? ...ва доко деска?
Миçе сехет? Нанджи деска?
эпĕ ваташи
эсӗ (эсир) аната
вӑл (арҫын) карз
вӑл (хӗрарӑм) каноджо
арҫын дансей
хӗрарӑм джосей
арӑм окусан
упӑшка Ҫӳчин
хӗр мусуме
ача котомо
ывӑл мусуко


(Хавал ушккӑнӗн Кофе тӑхтавӗн Контактри элӗнчен.

Асăрхавсем

тӳрлет