Ялавăр (Чĕмпĕр облаçĕ)
(Ялавăр (Çĕнĕ Кил районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ялавăр пăхăр.
Ялавăр, — Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей районĕн ялĕ.
Ялавăр
Ялавăр
|
Ялта вăтам шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, вулавăш, спортзал пур.
Тавралăхĕ
тӳрлетЯлавăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Кунçул
тӳрлетЯла 1672 çулта хальхи Куславкка тата Вăрмар районĕнчи чăвашсем никĕсленĕ.
Ял ятне ял тата авăр сăмахсемпе çыхăнтараççĕ.
Çапах та тепĕр версипе, авал çак вырăнта пăлхар ялĕ пулнă. Çав ялта Ялавăр сăвăç-юрăç çуралса ӳснĕ.
Халăх йышĕ
тӳрлет1859 çулта 245 килте 1577 çын, 1897 455 килте 2474 çын. Çав вăхăтра ялта шкулпа чиркӳ пулнă.
1913 çулта 601 килте 4373 çын, ытларах чăвашсем. 1996 çулта ялта 1321 çын, тĕпрен илсен чăвашсем.
Паллă çынсем
тӳрлет- Ургалкин Алексей Константинович (1910 — 1981) — совет чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, педагог, СССР халăх артисчĕ (1976).
- Кирюшкин, Иван Сергеевич (23.10.1919-06.12.1996) — журналист, парти (КПСС) функционерĕ.
- Посадская, Александра Николаевна (02.11.1915-11.03.1988) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1960)[1].
- Ургалкин, Алексей Павлович (03.06.1897-07.12.1966) — Шупашкарти чекист (1919-1925), парти (КПСС) функционерĕ.*
- Малышев Тимофей Степанович (23.02.1886, Ялавăр – 1954, Анат-Кĕнер), — мусăкçă, çутĕç ĕçлевçи[2].
- Маркин Пётр Григорьевич (1930 çур.) — комсомол ĕçлевçи, журналист, çыравçă[3].
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Сводный список объектов культурного наследия (памятников истории и культуры) СЕНГИЛЕЕВСКОГО района 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Энциклопедия Ульяновской области(ĕçлемен каçă)
Ку Чĕмпĕр облаçĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |