Ургалкин Алексей Константинович

Алексей Константинович Ургалкин (19101981) — совет чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, педагог. СССР халăх артисчĕ (1976)[1]

Алексей Ургалкин
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Алексей Константинович Ургалкин
Çуралнă вăхăт: 1910, пуш, 30 (17)
Çуралнă вырăн: Ялавăр,
Сенгилей уесĕ,
Чĕмпĕр кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1981, чӳк, 7
Вилнĕ вырăн: Шупашкар,
Чăваш АССР,
РСФСР, СССР
Професси: XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ, театр режиссёрĕ, театр педагогĕ
Гражданлăх: ССРП
Театр: Чăваш К. В. Иванов ячĕллĕ ПАДТ

Биографи

тӳрлет

Чĕмпĕр кĕпернине кĕнĕ Ялавăр ялĕнче (халĕ — Чĕмпĕр облаçĕн Сенгилей районĕ) 1910 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче çуралнă.

Çĕр ĕçтеш çамрăксен шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ялавăрти вулавăш-пӳртĕнче ĕçленĕ (1925–1931).

1932 çулта Магнитогорскри ТРАМ (халĕ Магнитогорскри А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театрĕ) çумĕнчи актёр студинче вĕреннĕ[2].

Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă (1932–1935), полкри драмкĕтесе ертсе пынă. 1935-36 çулсенче ТРАМ актёрĕ пулса ĕçленĕ.

1936 çултанпа — Чăваш драма театрĕн (халĕ — К. В. Иванов ячĕллĕ) актёрĕ. 45 çул сцена çинче тăрăшса 250 ытла роле сăнарланă.

1938–1940 çулсенче — ассистент режиссёра Чăваш патшалăхĕн театр училищинче режиссёр ассистенчĕ вырăнĕнче, 1943–1947 — Чăваш драма театрĕ умĕнчи театр студинче вĕрентнĕ. Режиссёр пулса 1938-1940 çулсенче Чăваш театр училищин студенчĕсемпе А. Н. Островскин «Гроза» тата «Воспитанница», А. П. Чеховăн «Вишнёвый сад» пьесисене лартнă (1938–1940).

Кинофильмсене чăвашла куçарнă ĕçе, радио- тата телеспектакльсене хутшăннă.

 
А. К. Ургалкин вилтăпри. Шупашкар.

Чăваш АССР Аслă Канашĕн 8-9-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ.

1981 çулта чӳкĕн 7-мешĕнче Шупашкарта вилнĕ. Хулари 1 № çăвинче пытарнă[3].

Театрти ĕçĕсем

тӳрлет
  • «Как закалялась сталь», Н. А. Островский, — Жухрай (1937)
  • «Поднятая целина», М.А. Шолохов, — Половцев (1963)
  • «Таня» А.Н. Арбузов, — Герман (1953)
  • «Любовь и тыква» И.Д., Стаднюк — Председатель колхоза (1968)
  • «Левониха на орбите», А.Е. Макаёнок — Секретарь обкома (1961)
  • «Честь семьи», Г. Мухтаров, — Аллан Мерданов (1953)
  • «Тамара», Г. Хухашвили, — Амвросий (1978)
  • «Пограничники», В.Н. Билль-Белоцерковский, — Шатров (1937)
  • «Бронепоезд 14-69», Вс. Иванов, — Вершинин
  • «Бедность не порок», А. Н. Островский, — Любим Торцов (1938, 1948)
  • «Василиса Мелентьевна», А. Н. Островский, — Малюта и Годунов (1939)
  • «Лес», А. Н. Островский, — Несчастливцев (1943)
  • «Бесприданница», А. Н. Островский, — Кнуров
  • «Гроза», А. Н. Островский, — Кудряш (1938)
  • «Не все коту масленица», А. Н. Островский, — Ахов
  • «Волки и овцы», А. Н. Островский, — Беркутов (1936)
  • «Варвары», М. Горький, — Редозубов (1975)
  • «Старик», М. Горький, — Мастаков (1960)
  • «Мещане», М. Горький, — Тетерев
  • «На дне», М. Горький, — Актер
  • «Ревизор», Н. Гоголь, — Земляника (1948)
  • «Отелло», У. Шекспир — Кассио (1942)
  • «Мирандолина» К. Гольдони — Граф (1946)
  • «Кровавая свадьба» Ф. Гарсиа Лорки — Отец невесты (1974)
  • «У двух парней – одна дума» — Михаля (1958)
  • «Первая конная» Вс. Вишневского — Буденный
  • «Земля», Н. Вирт, — Листрат (1938)
  • «Одиночество», Н. Вирт, — Сторожев (1971)
  • «Нарспи», К. Иванов, — Сетнер (1941, 1948) тата Михедер (1959)
  • «Чакка», С.В. Элкер, — Илюш (1940) и Тевенеш
  • «Айдар», П. Осипов, — Сендиер (1937), Улай (1939), Айдар (1950), Пичура (1938)
  • «Неза­бываемые дни», С.В. Элкер, — Каврук (1955)
  • «На распутье», И.А. Петрова-Нарс, — Алмуш (1977)
  • «Голубая двойка», И.С. Максимов-Кошкинский, — Камский (1944)
  • «Дар Пугачёва», И.С. Максимов-Кошкинский, — Саваламан (1954)
  • «Садур и Илем», И.С. Максимов-Кошкинский, — Филипп (1937)
  • «Кукушка всё кукует», Н. Терентьев, — Вавил (1960)
  • «Волны бьют о берег», Н. Терентьев, — Епископ-владыка (1970)
  • «После молнии – гром», Н. Терентьев, — И.Я. Яковлев (1978)
  • «Великий перелом», В.Т. Ржанов, — Смолин (1950) тата Энтип (1967)
  • «Хура çăкăр», Н.Ф. Ильбек тата Г.К. Микушкин, — Шерккей (1968)
  • «Кужар», П. Осипов, — Валька
  • «Сутра», Ф. Павлов, — Ухтерке
  • «Ялта», Ф. Павлов, — Степан.

Асăнмалăх

тӳрлет
  • Ургалкин урамĕ (Шупашкар).

Чыслани

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет