Юпа уйăхĕ
(Юпа (уйăх) ҫинчен куҫарнӑ)
Авăн — Юпа — Чӳк | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | |||
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă |
Юпа сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Юпа (пĕлтерĕшсем)
Юпа — чăваш календарĕн вуннăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «октябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă. Юпа уйăхра пĕтĕмпе 31 кун.
Вырăс «Октябрь» лат. octo (саккăр) сăмахĕнчен пулнă. Авалхи Римре ку саккăрмĕш уйăх ячĕ пулнă. Славянсем авалтанпах ку уйăхах «листопад» (шулçă тăкăнăвĕ) тесе чĕннĕ.
Чăвашсен аваллăхĕнче
тӳрлетАвал ку уйăхра çăвасенче тирпеленĕ. Христос тĕнне йышăнман чăвашсем вил тăприсем çине чи малтан салам калакĕсем лартнă, юпа уйăхĕнче вĕсене юпасемпе улăштарнă. Çак сăваплă ĕçе яланах пĕр вăхăтра йеркеленĕ пирки уйăх ятне те çавăн пекех ят панă.
Уявсем
тӳрлет- Юпа, 4 — Сывлăш-космос çарĕсен кунĕ (Раççей).
- Юпа, 9 — Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ.
- Юпа, 24 — Пĕтĕм тĕнчери ООН кунĕ.
- Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Апат-çимĕç промăçлăхĕн уявĕ. 1966 çулта уявлама пуçланă.
- Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Çул-йĕр ĕçлевçисен уявĕ. Путин указĕпе 2000, Пуш, 23 уявлама пуçланă.
- Юпа, 25 — Тăмха çуртĕнчи ĕçлевçи кунĕ.
Юпа уйăхĕ Викиампарта? |
Ку вăхăт пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |