Юпа уйăхĕ
Авăн — Юпа — Чӳк | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | |||
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă |
Юпа сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Юпа (пĕлтерĕшсем)
Юпа — чăваш календарĕн вуннăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «октябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă. Юпа уйăхра пĕтĕмпе 31 кун.
Вырăс «Октябрь» лат. octo (саккăр) сăмахĕнчен пулнă. Авалхи Римра ку саккăрмĕш уйăх ячĕ пулнă. Славянсем авалах ку уйăхах «листопад» (шулçă тăкăнăвĕ) тесе чĕннĕ.
Чăвашсен аваллăхĕнчеПравить
Авал ку уйăхра çăвасенче тирпей кĕртнĕ. Христос тĕнне йышăнман чăвашсем вил тăприсем çине чи малтан салам калакĕсем лартнă, юпа уйăхĕнче вĕсене юпасемпе улăштарнă. Çак сăваплă ĕçе яланах пĕр вăхăтра йеркеленĕ пирки уйăх ятне те çăвăн пекех ят панă.
УявсемПравить
- Юпа, 4 — Космос çарĕсен кунĕ (Раççей).
- Юпа, 9 — Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ.
- Юпа, 24 — Пĕтĕм тĕнчери ООН кунĕ.
- Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Апат-çимĕç промышленноçĕн уявĕ. 1966 çулта уявлама пуçланă.
- Юпа уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ — Çул-йĕр ĕçченĕсен уявĕ. Путин указĕпе 2000, Пуш, 23 уявлама пуçланă.
- Юпа, 25 — Таможняра ĕçлакенсен кунĕ.
Юпа уйăхĕ Викиампарта? |
Ку вăхăт çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |