Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул

(Элĕкри вăтам шкул ҫинчен куҫарнӑ)

Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулЧăваш Енĕнчи Элĕк районĕн администраци центрĕнчеЭлĕк чиркӳллĕ ялĕнче — вырнаçнă вăтам пĕлу паракан шкул.

Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул
Никĕсленĕ 1853
Директор Волков Владислав Константинович
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Элĕк, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Координатсем Фото, спутникран
Телефон 8 835 35 22 0 44
Факс 8 835 35 22 0 44
Эл. почта
Сайчĕ salikovo.chuvash.org

Кунçулĕ

тӳрлет

Элĕкри вăтам шкула 1853 çулта уçнă. Элĕк вулăсĕн 34 ялĕсемшĕн (вулăсра 3917 арçын тата 3983 хĕрарăм пурăннă) ку вара патшалăхăн пĕртен-пĕр шкулĕ пулнă, патшалăх пурлăх министерстви шайĕнче шутланнă. 18541872 çулсенче çак училищĕн хăй çурчĕ те пулман, урокĕсене чиркӳ хурал çурчĕнче эрнере 2-3 хутчен пачăшкă вĕрентнĕ. 1872 çулта училищĕне Çутĕç Министерствин икĕ класслă училищине куçарнă. Çакăн хыççăн çеç пĕчĕк икĕ хутлă çурт туса лартнă. Шкулта тăватă вĕренӳ пӳлĕмĕ пулнă. Революци хыççăн çурчĕ çунса каять. 1888 çулхи авăн, 1 тĕлне: 1-мĕш классра 34 арçын ачапа 7 хĕрача, 2-мĕш классра 29 арçын ача вĕреннĕ. Пĕтĕмпе училищĕре 73 арçын ачапа 7 хĕрача, вĕсенчен вырăссем — 19 арçын ача, 2 хĕрача, чăвашсем — 54 арçын ачапа 5 хĕрача вĕреннĕ.

Çак вĕренекенсем шкула Етĕрне уесĕн темиçе вулăсĕсенчен (Элĕк, Устинь, Ассакасси; Тинсарин, Шăмат, Нурăс, Хучăш, Байсубак, Мало-Яуш) çӳренĕ. Çапла ĕнтĕ, иккĕ класслă училище 30-40 çухрăм радиус анлăш территорие пĕлӳ панă.

Архив хучĕсем тăрăх, Элĕк вулăсĕн 11 ялĕсенчен 1886 çулта шкулта 29 арçын ачапа 4 хĕрача вĕреннĕ — 529 хĕрарăм шутĕнчен 1 хĕрача, 27 арçын шутĕнчен -1 арçын ача çеç вĕреннĕ.

1875 çулта Хусан вĕрентӳ тăрăхĕн чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлевич Яковлев шкулсене тĕрĕсленĕ. Халăх çутĕç министерствин сакăр шкулĕнче 1876 çулта вĕренсе тухакансен виççĕмĕш пайне çеç (104 ачаран 34) училище пĕтерни пирки хутпа (свидетельство) тивĕçтернĕ; çак начар ĕçсене палăртса И.Я. Яковлев çырнă:

" Эти неуспешно окончившие курс учения в училищах нередко являются какими-то безжизненными, притупленными. Ответы их бывают неосмысленны. В Чурачикском училище таких учеников нашлось десять. Священник и учитель отзывались о них как о дураках, идиотах, что напрасно ждать от них толковых ответов. Нет сомнения, что эти притупленные ученики - " дураки", как же мне называли, результат неудачного обучения. До тех пор, пока не будет учителей, должным образом подготовленных к исполнению своих обязанностей и знающих язык своих учеников, в чувашских школах всегда будет повторяться это явление".

 
И. Я. Яковлев чухне туса лартнă шкул çурчĕ — халĕ Элĕк районĕн музейĕ

Элĕк вулăсĕн шкулĕнче И.Я.Яковлев шкул çурчĕ пĕчĕк пулнине, хушма çĕрĕ питĕ сахаллине палăртнă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл çĕнĕ шкул тума хушать. Вулăс хресченĕсен пухăнăвĕнче шкул валли 0,5 га çĕр уйăрса параççĕ. Хресченсем хăйсен ирĕкĕпех çурт тума укçа пуçтараççĕ. Шкул çуртне тăвас вăхăта И.Я. Яковлев В.Н. Орлова, хастар та пултаруллă пулнăскерне, шкул ертӳçи пулма хушса лартнă. Ултă класслă шкулпа икĕ хутлă çуртпа учительсен флигельне 1898 çулта хута янă.

 
Элĕкри вăтам шкулăн кивĕ (иккĕмĕш) çурчĕ

И.Я. Яковлев часах Элĕк шкулне килсе çӳренĕ, экзаменсене хутшăннă, меллĕ канашсем панă. Хăйпе пĕрле вăл В.И. Ленинăн ашшĕне - И.Н. Ульянова та илсе килнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ Элĕкри вăтам шкул И.Я. Яковлев ятне мăнаçлă йăтса пырать. Революци хыççăн Элĕк училищи тĕрлĕ тĕслĕ шкул шайĕнче: аслă пуçламăш училищи, 2-мĕш ступеньлĕ шкул (1918-1921 çулсем), коллективизаци тапхăрĕнче Элĕкри сакăрçул шкулĕ колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулать. Шкул ертӳçи пулса ИВАНОВ И.И. (Урмай ялĕнчен) ĕçлет. Çак çулсенче Золотов А.И., Трофимов А.Т., Кузьмин Ф.К., Осипова А..И., Семенова А.Ф. тата ыттисем вăй хурса ачасене пĕлӳ панă. 1934 çулта ЭКÇШ-не вăтам шкул шайне кĕртеççĕ. Шкулта пĕлӳ пухнă çынсем Тăван çĕршывăн çĕрĕсенче ĕçлеççĕ.

Шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем

тӳрлет

Шкулта вĕреннĕ паллă çынсем

тӳрлет

Фотопухăм

тӳрлет

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • " Народные училища в Казанской губернии, Ядринский уезд. Материал для истории народного образования. Типография биржевого листка, Хусан, 1888.
  • ЦГА Чувашской АССР, ф. № 501, д. 28, лл 16-17, Шупашкар.
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет