Шкулсенчи вĕренӳ

Раççейри шкулсем вĕренекенсене вăтам пĕлӳ параççĕ. Шкулсем ахаль пĕлӳ параканисем, вăтам шкулсем, тарăн пелӳ параканисем вара, гимназисемпе лицейсем шутланаççĕ.

Вĕренӳ, патшалăх вăтам шкулĕсенче тата тарăн пелӳ паракан шкулсенче, официаллă тулевсĕр шутланать. Малтан, СССР вăхăтĕнче, шкулсем ачасене кĕнекесем тӳлевсĕрех парса тăнă, халĕ вара кĕнекесене укçалла илеççĕ.

Хальхи вăхăтра, пĕтĕм вăтам пĕлӳ илме 11 çул вĕренмелле.

1986 çулчен вăтам пелӳ 10 класс таран пулнă (кĕçĕн класс — 3 çул, вăтам — 5 çул, аслă — 2). Кайран эксперимент шучĕпе, шкулта 4 класс вĕрентме йышăну илнĕ, анчах та веренекенсене суйлама ирĕк панă, 3 класс вĕренсен (10 çул) тата 4 (11 çул) вĕренмелле пулать. Çак программăпа вĕренекенсем, 3 çул вĕреннисем, вăтам пĕлĕве куçнă чухне пĕр класа сиктернĕ — 3 классран 5 класса тӳрех куçнă. 1989 çулта çак сиктерӳ пĕтĕм классем хушшинче пулса иртнĕ. Халĕ пĕтĕм шкулсенче 11 çул вĕренеççĕ.

Шкул курсĕ виçĕ пая пайланать, кĕçĕн, вăтам тата аслă классем.

Кĕçĕн шкул

тӳрлет

Паянхи правилĕсемпе, пĕрремĕш класса çичĕ çула çитнĕ ачасене илеççĕ. Çак мелпе, пĕрремĕш класса килнĕ чухне вĕренекен ултă çулта е сакăр çулта пулаççĕ.

Кĕçĕн шкулта тăватă çул вĕрентеççĕ — перремĕш классран пуçласа тăваттăмĕш классчен. Унăн тĕллевне ачасене пĕлӳ парасси, вулама тата çырма вĕрентесси кĕрет. Унсăр пуçне тĕрлĕ мероприятисем иртереççĕ: юрă, ташă, тавра. Иккĕмĕш классран пĕтĕм классра акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçлаççĕ. Кашни классра класс ертӳçи пур, вăл ачасемшĕн тата пĕтем уроксене хăех ирттерет. Классăн хайĕн пӳлĕмĕ пур, вĕсем унта уроксем ирттереççĕ. Кунне тăватă урок кăна пулать ачасен. 1995 çултан пĕрремĕш классем эрнере пилĕк кун çеç вĕренеççĕ. Ӗлĕк кĕçĕн пĕлӳ паракан шкул, пĕлӳ панă кама малашнехи пĕлӳ кирлĕ мар. Шкула ачасем те, аслисем те çӳренĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вĕсем кĕçĕн пĕлӳ илнĕ, шкул пĕтернĕ ача начар шалу паракан ĕçе вырнаçма пултарнă. Çур ĕмĕр патне ĕнтĕ нумайĕшĕ ача чухнех пĕлӳ илеççĕ.


Тĕп шкул

тӳрлет

Пилĕк çул хушши, пиллĕкĕмеш классран пуçласа тăхăрмĕшчен, вĕренекенсем тĕп шкулта вĕренеççĕ. Тĕп курс вăтам шкулта базăллă пĕлӳсем парать вĕрекенсене. Тĕп шкулта пĕлӳ стандартлă программа параççĕ. Унсăр пуçне, кашни классăн ертӳçи пур — вĕрентекенсенчен пĕри, хăшĕ ачасемшĕн яваплă, организаципе административлă ыйтусене сӳтсе явать, класс вĕрентĕвепе ачасем пирки.

Тĕп шкулта çирĕм предмета яхăн вĕрентеççĕ. Вĕсем: алгебра, геометри, физика, органикăллă мар хими, биологи (тĕрлĕ классенче — тĕрлĕ уйрăмсем), чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, литература, истори, географи, акăлчан чĕлхи, музыка, ĕç урокĕсем, физкультура. Кунне ултă урок таран вĕренеççĕ.

Тĕп шкула пĕтерричен вĕренекенсем алгебра тата вырăс челхи экзаменсене параççĕ, унсăр пуçне тата тепĕр икĕ суйласа илнĕ экзамен параççĕ. Экзамен результачĕсемпе вĕсене документ — аттестат параççĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вĕсем, кам ăçта вăренме каяççĕ.

Аслă классем

тӳрлет

Юлашки икĕ çул шкулта вĕренни — шкул пĕтерни шутланать. Тĕп тĕллев аслă классенче, шкул пĕтерекенсене университета вĕренме кĕме хатĕрлесси.

Вĕренекенсем шкул пĕтериччен ЕГЭ экзаменсене параççĕ. Вĕсем математика тата вырăс чĕлхи тĕп экзаменсем параççĕ. Шкулта ЕГЭ экзамĕнĕсем вăйа кĕрсен льготăсем пĕтернĕ. Медальсем халĕ та параççĕ.

Пултаруллă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн «Вăтам пĕлӳ илни пирки аттестат» — чăнах та пĕлӳ илнĕ текен документ. Аттестатра пĕтĕм предметпа илнĕ паллăсене лартаççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.