Шанчă
Шанчă (выр. Мале Шемякино) - Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ.Ялтан район центрне 25 километр, Хусана – 151, Пăвари чукун çул станцине – 20. Яла Теччĕ-Хусан трассăран Аслă Ăнă витĕр асфальт сарнă çулпа çитме пулать. Яла кĕрекен çул 4 километр [1].
Шанчă
|
Тавралăхĕ
тӳрлетХалăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул пур. Унта 30 ача вĕренет. Çавăн пекех ял клубĕ, библиотека, 14 ача çӳрекен ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, чиркӳ, лавкка пур. 10-11 классенче вĕренекенсене шкул автобусĕпе ялтан 7 километрти Аслă Ăнă шкулне илсе çӳреççĕ. 1975 çулта яла шыв кĕртнĕ, урамсенче пурĕ 21 шыв колонки ĕçлет. Апла пулин те, пусăсемпе те усă кураççĕ, паянхи куна 5 пусăран шыв ăсаççĕ. 1930-мĕш çулсемччен ялта 5 çил арманĕ, çу уçлакан машина, 50-мĕш çулсемччен тата çу завочĕпе кĕрпе çуракан машина хута кайнă. Шанчăра ярмăркка ирттерессине йăлана кĕртнĕ. 30-мĕш çулсенчех кунта промышленность артелĕ ĕçлеме пуçланă. Унта çĕлĕксем, кĕрĕксем тата ытти япаласем çĕлесе Хусана сутма çӳренĕ. М.И.Рженев хăйĕн харпăр тимĕрç лаççинче ял хуçалăхĕнче, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем туса кăларнă.[2] 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 165 хуçалăх шутланнă, анчах вĕсенчен 124 кил хуçалăхне кăна тытса тăраççĕ. Паянхи кун 328 çын пурăнать: вырăссем – 40, чăвашсем – 287 тата 1 тутар.
Кун-çулĕ
тӳрлетТавра пĕлӳçĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Шанчă ялне XVIII ĕмĕрте пуçласа янă. Вĕсен шучĕпе те яла никĕслекенсем таркăн хресченсем пулса тухаççĕ. Таркăнсем аслă çулсенчен инçетерех, вăрманлă вырăнсем шыраса çак хальхи Шанчă вырăнне киле-киле чарăннă. Вĕсем пĕччен-иккĕн мар, ушкăнăн-ушкăнăн килнĕ. Паллах, пурнăçа пурăнмалăх çурт-хуралтă тунинчен пуçланă. Кăна тума вара йывăç касса тымарĕсене кăкламалла пулнă (тырă акса тумалăх хир кирлĕ-çке). Халăхра çӳрекен легендăсем тăрăх, Шанчă арçыннисем ытти ялсенчисенчен хăюллăрах, харсăртарах пулнă теççĕ.
Урамсем
тӳрлетЧиркӳ кас (40 лет Победы), Вырăс касси (Партизанская), Аял кас (Набережная), Çĕнĕ кас (Крупская), Курмыш (Курмыш), Аслă кас (Центральная), Çĕнĕ Вырăс касси (Советская тата Юбилейная).
Паллă çынсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ ШАНЧĂ, МАЛОЕ ШЕМЯКИНО/ Сувар хаçат 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ШАНЧĂ, МАЛОЕ ШЕМЯКИНО/ Сувар хаçат 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |