Шанăçлани
Шанăçлани — (шанăçланавçăпа/шанăçланакан шанăçлавçă/шанăçлакан хушшинчи) пайăр тата юридици сăпачĕсен (шанăçланавçăсен) пурлăх интересĕсене палăртнă пулăмсенче (шанăçлав пулăмĕсенче) шанăçлама хунă укçаран (шанăç премин) пухăннă укçа фондчĕсен (шанăçлав фондчĕсен) ресурсĕсемпе усă курса хӳтĕлес пирки хутшăнусем.
Шанăçланăва (шанăçлав ĕçне) анлă шухăшласа илсен, тĕрлĕ ĕçлев тĕсĕ (шанăçлани хăйех, е пĕрремĕшле шанăçлани, тепрешанăçлани, пĕрлĕшанăçлани, хире-хирĕçле шанăçлани) кĕрет, вĕсем пур енлĕ шанăçлă хӳтĕлеççĕ.
Çак таранчен аталанса пынă чухне шанăçлав продукчĕсене виççĕ майлă тăваççĕ — хăйне шанăçлани, хире-хирĕçле шанăçлани, коммерцилле щанăçлани.
Шанăçлану аталанăвĕн историйĕ
тӳрлетШанăçланин историйĕ вăрăм.
Этемлĕх пĕрлĕхĕ аталанса пынă малтанхи этапĕсенче алылмаш шанăçлани çуралнă, аталаннă, унăн тĕпне ушкăнра пĕр-пĕрне пулăшас идейăна хывнă. Çакăн пек шанăçлакан тĕслĕхсене Вавилонире (Хаммурапи патша саккунĕсенче — п. эрч. 1760 çул тĕл.), Авалхи Грецире тата Рим империнче тупма пулать. Шанăçланин классикăри тĕслĕхне литературăра Авалхи Римре професси (сутăçсем, ăстаçсем, çар-вăрçă çыннисем) е тĕне тытнă енĕпе йĕркеленнĕ пĕрмайхи организацисенче (коллегисем, пĕрлешӳсем) курма пулать. Тĕслĕх: п. эрч.133 çулта никĕсленĕ Лануви коллегин уставĕ[1]
X—XIII ĕмĕрсенче цехсем тата гильдисем шанăçланă.
Майĕпен цехсем шанăçлани перешло к более совершенной форме создания страховых денежных фондов путём уплаты регулярных страховых взносов членов сообщества в свои кассы.
Тавар-укçа хутшăнăвĕсене пурлăхпа шанăçлани вырăнне укçалла шанăçлани ылмаштарнă. Шырлăха укçа формине куçарни пĕр-пĕрне шанăçлама пултармаллине самаях анлă сарнă.
Каярах усламçăсем коммерцире шанăçланă меслете пурнăçа кĕртме тытăннă.
«Шанăç-усламçи, нумай шанăçлавçăсемпе кĕрешсе тупăш тăвас тесе ĕçлеме тытăнсан шанăçлакан операцисен коммерци характерĕ çиеле тухать. Çак процесс, чи малтанах, XIV ĕмĕрте Италире тинĕсре шанăçланинчен пуçланнă… Тинĕсре шанăçлани тинĕсри кивçенрен аталанса кайнă», —тесе палăртнă К. Г. Воблый[2].
В. К. Райхер шутланипе, «кредитрен уйрăлнă, хăй тĕллĕ коммерцире шанăçлама» XIV ĕмĕрĕн варринче тăр-пĕччен шанăçлавçăсем пуçланă. XVII ĕмерĕн вĕçĕнче шанăçлав пасарĕнче шанăçлакан акционер пĕрлĕхĕсем пулса каяççĕ[3].
Çапла ĕнтĕ, логикăпа экономика енĕпе, коммерцире шанăçлани алылмаш (пĕр-пĕрне) шанăçлани аталаннипе пачах çыхăнман.
Ăслăх литературинче Европăра коммерцире шанăçлани аталанннин 3 паллă этапне палăртаççĕ:
- I этап (XIV — XVII ĕм. вĕçĕ) пирвайхи капитала пуçтарнă эпохăпа çыхăннă
- II этап (XVII вĕçĕ — XIX вĕçĕ) ирĕклĕ усламçăлăхпа ирĕклĕ конкуренци эпохипе çыхăннă
- III этап (XIX вĕçĕ—XX ĕмĕр) монополизаци тата усламçăлăх ĕçлевĕ эпохипе çыхăннă.
Раççейре шанăçлани
тӳрлетРаççейре шанăçлани: авалтанпа 1917 çулчен
тӳрлетСовет Союзĕнче шанăçлани
тӳрлет
Совет Союзĕнче шанăçлани сферинче патшалăх монополи тытса тăнă. СССР территоринче патшалăхăн СССР Патшалăх шанăçлавĕ союз-республика организацийĕ шанăçланă. Тулаш суту-илĕвĕпе тата урăх тулаш экономика операцисемпе çыхăннă рисксене ШАП Ютшанăç шанăçланă.
Тĕнчери шанăçлану пасарĕ
тӳрлетХалĕ шанăçлани тĕнче финанс системин те, наци финанс системин кирлĕ секторĕ шутланать.
2013 çулта мĕнпур шанăçлав компани тĕнчипе пуçтарнă шанăçлав премийĕ каллех 4,6 трлн АПШ долларне çитнĕ, çак кăтарту 2012 тата 2011 çулсенчи пекех пулать[4].
Регион | Шанăçлав премин сумми, млн АПШ долл. | Ӳсĕм темпĕ юлашки çулта, % | Тĕнче пасарĕн пайĕ | Пĕр çынна валли преми, АПШ долл. | Шанăçлану пайĕ ВВП, % |
---|---|---|---|---|---|
Çурçĕр Америка | 1391105 |
-1,6 |
30,23 |
3957 |
7,46 |
Кăнтăр Америка | 178022 |
5,7 |
3,87 |
291 |
3,01 |
Анăç Европа | 1544285 |
1,2 |
33,56 |
2861 |
7,59 |
Вăта тата Тухăç Европа | 75712 |
0,8 |
1,65 |
235 |
1,95 |
Ази, пурĕпе | 1252376 |
-0,7 |
27,22 |
295,2 |
5,18 |
Çав шутра Япони тата аталаннă урăх патшалăхсем | 793332 |
-4,3 |
17,21 |
3691 |
10,9 |
Çав шутра Азири аталанакан патшалăхсем | 411521 |
7,3 |
8,94 |
112 |
3,02 |
Океани | 89371 |
7,3 |
1,95 |
2369 |
5,25 |
Африка | 69938 |
5,6 |
1,52 |
63,7 |
3,01 |
Пурĕпе тĕнчере | 4601169 |
0,2 |
100,00 |
645 |
6,13 |
2013 çулта шанăçлание тĕнчере ӳстерсе пыракан лидерсем вăйлă аталаннă патшалăхсем шутланаççĕ[4].
Патшалăх | Пĕр çынна валли преми сумми, АПШ долл. | Çав шутра пурнăçа шанăçлани, АПШ долл. | Мĕнпур пуçтарнă преми сумми, млн АПШ долл. |
---|---|---|---|
Швейцари | 7803 |
4329 |
63492 |
Нидерландсем | 5914 |
1443 |
99433 |
Дани | 5704 |
4006 |
33688 |
Аслă Британи | 4511 |
3413 |
325675 |
Ирланди | 3731 |
2871 |
50731 |
Франци | 3669 |
2335 |
253625 |
Финлянди | 5358 |
4345 |
29156 |
Бельги | 3182 |
1917 |
37871 |
Япони | 3888 |
3017 |
494281 |
АПШ | 3992 |
1685 |
1263183 |
Швеци | 4320 |
3214 |
41478 |
Норвеги | 4420 |
2734 |
24143 |
Канада | 3645 |
1510 |
127922 |
Австрал | 3384 |
1974 |
78386 |
Германи | 2976 |
1393 |
247725 |
Кăнтăр Корей | 2905 |
1821 |
145867 |
…. |
…. |
…. |
…. |
Раççей | 199 |
19 |
28421 |
Бразили | 413 |
218 |
82743 |
Китай | 202 |
110 |
280119 |
Инди | 52 |
41 |
65187 |
Çăлкуç: World Insurance in 2013 — [1](ĕçлемен каçă)
Çавăн пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Герценштейн М. Я., Ив—ко Н., Иоллос Г. Б., Полферов Я. Я., Пресс А. А., Святловский В. В., Страхование // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Гомелля В. Б. Основы страхового дела — М: Финансы и статистика, 2003, ISBN 5-7958-0038-4.
- Казанцев С. К. Основы страхования: Учебное пособие — Екатеринбург: изд. ИПК УГТУ, 1998, ISBN 5-8096-0006-9.
- Логвинова И. Л. Взаимное страхование в России: особенности эволюции. — М.: Финансы и статистика, 2009. ISBN 978-5-279-03459-8
- А.П. Архипов, С.Б. Богоявленский, Ю.В. Дюжев и др. Основы страховой деятельности / Фёдорова Татьяна Аркадьевна. — Мускав: БЕК, 2001. — 20000 экз. — ISBN 5-85639-261-2
- Сплетухов Ю. А. Страхование. Учебное пособие — М: Инфра-М , 2004.
- Шахов В. В. Страхование: Учебник для вузов. — М: Страховой полис, ЮНИТИ, 2004.
- Мошенский С. З. Рынок ценных бумаг: трансформационные процессы. — М.: Экономика, 2010. — ISBN 9785282030433
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Глава 48 «Страхование» Гражданского Кодекса Российской Федерации
- Федеральный Закон «Об организации страхового дела в России»
- Страховой рынок на сайте ФСФР 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Аналитический доклад «О состоянии и развитии российского страхового рынка в 2010 году» 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ларионов В. Г., Скрыпникова М. Н. Развитие страхования в России. «Российское предпринимательство» (2000-08-05).
- Андреева И. Рынок страха. Страховые общества появились в России только в XVIII веке. Есть надежда догнать цивилизованный мир в XXI. «Итоги» (2001-04-03). — История страхования в Европе и в России.
- Реестр страховых компаний РФ по годам
- Что такое страхование — 40 определений термина «страхование» известных ученых