Ока
Ока (выр. Ока, Касимов тутарĕсен чĕлхипе — Эва[1]), — Атăлăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 1500 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 245 пин çм2.
Ока | |
---|---|
![]() Атăл Чулхулара юхса кĕрекен Хура Атăл | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 1498,6 км |
Бассейн лаптăкĕ | 245 000 км² |
Шыв системи | Атăл |
Шыв тăкакĕ | 1300 м³/ç (вăрринче) |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Вăтам Раççей сӑртлӑхӗ |
• Вырнаçу | Орёл облаçĕнчи Глазунов районĕн Александровка ялĕ |
• Çӳллĕшĕ | 226 |
• Координатсем | 52°21′44″ с. ш. 36°13′20″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/N |
Шыв вăрри | Атăл |
• Вырнаçу | Чулхула |
• Çӳллĕшĕ | -67 м |
• Координатсем | 56°19′58″ с. ш. 43°59′04″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/O |
Вырнаçни | |
![]() | |
Патшалăх | ![]() |
Регион | Орёл облаçĕ, Калуга облаçĕ, Мускав облаçĕ, Кисан облаçĕ, Улатимĕр облаçĕ |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
![]() ![]() |
Юханшыв Орёл, Тула, Калуга, Мускав, Кисан, Улатимĕр, Чулхула облаçĕсен çĕрĕсемпе юхать. Шыв пуçламăшĕ Орёл облаçĕнчи Александровка ялĕ патĕнче вырнаçнă. Чулхула патĕнче Атăла юхса выртать.
Этимологи тӳрлет
Ячĕ епле пулса кайнине тĕплĕн татса пама халĕ пултараймаççĕ. Чи анлă сарăлнă верси тăрăх ячĕ балтинчен (литва чĕлхинчи aka — «çăлкуç»), е финсенчен (joki — «юханшыв»). Вырăссем ку тăрăха киличчен çӳлти юхăмĕн тăрăхĕнче балт йăхĕсем (полехсем), вăтам юхăмĕнче финн йăхĕсем (мещёрсем, мурăмсем) пурăннă.
Хуласем тӳрлет
Ока хĕрринче çак пысăк хуласем вырнаçнă: Орёл, Калуга, Алексин, Серпухов, Ступино, Коломна, Кисан, Касимов, Муром, Павлово, Дзержинск, Чулхула.
Юпписем тӳрлет
Юханшывăн чи пысăк юпписем: Зуша, Упа, Жиздра, Угра, Протва, Мускав, Проня, Пара, Пра, Гусь, Мăкшă, Клязьма, Беспута.
Фотопухăм тӳрлет
-
Чулхула кремлĕ сăнĕ Хура Атăлран
-
Павлово патĕнче Хура Атăл çинче
Кĕперсем тӳрлет
- Канавин кĕперĕ
- Чулхула метро кĕперĕ
- Кĕлĕ кеперĕ
- Сартак чукун çул кĕперĕ
- Мыза кĕперĕ
- Павлов понтон кĕперĕ
- Мурăм кĕперĕ
- Озёрск понтон кĕперĕ, 2009 çулта çĕнĕ тунă
Паллă вырăнсем тӳрлет
- Поленово кил йăви Тула облаçĕнчи Хура Атăл лешьен районĕ.
- Кисан облаçĕн Константиново ялĕнчи Сергей Есенинăн кил-музейĕ.
- Кисан кремлĕ
- Шухов турулĕ, Дзержинск çумĕнче
- Коломна кремлĕ
- Хура Атăл Терраса çутçанталăк управĕ
Вуламалли тӳрлет
- Смолицкая Г. П. Гидронимия бассейна Оки. Список рек и озёр. — М., 1976.
- Ока (юханшыв, Атăлăн юппи) — ПСЭ
- Ока в «Словаре современных географических названий»(ĕçлемен каçă)
Каçăсем тӳрлет
- Юханшыв сăнарĕсем Архивленĕ 20 Кӑрлач уйӑхӗн 2019 çулта.
- Хура Атăл пулăçсене чĕнет Архивленĕ 18 Кӑрлач уйӑхӗн 2019 çулта.
- Тулă облаçĕнчи Хура Атăл Архивленĕ 18 Утӑ уйӑхӗн 2011 çулта.
- Гидронимические работы Г. П. Смолицкой Архивленĕ 17 Ҫурла уйӑхӗн 2014 çулта.
- Ока (сăвăсем)
- Ока (юрă)