Химилле номенклатура
Химилле номенклату́ра — химилле япалалăхсен тата вĕсен ушкăнĕсемпе тĕсĕсен хăйсене тивĕçлĕ (индивидуаллă) харпăр ячĕсен йышĕ, çавăн пекех вăл ятсене майлаштармалли йĕркесемпе йĕркевсем.
Историре чылай вăхăт кунашкал ятсем тĕлли-паллисĕр, мĕнле май килет çавăн пек, çуралса тата çирĕпленсе пынă. Унашкал ятсене тривиаллĕ ятсем теççĕ.
Анчах та химилле япалалăхсен йышĕ тĕнчере çав тери пысăк, вĕçĕ-хĕрри те çук теме пулать. Çавăнпа та вĕсене ятарлă йышăннă йĕркепе ятсем парса тухас ыйту çуралать. 1798-мĕш çулта А. Л. Лавуазье тĕнчере пĕрремĕш хут япалалăхсен ячĕсем валли ансатлатнă номенклатура сĕннĕ.
1801-мĕш çулта В. М. Севергин Лавуазье классификацине йышăнать, куçарать тата хăйĕнчен хими терминĕсен ячĕсене кĕртет[1]. Вăл кĕртнĕ терминсем: «кислотвор» (халĕ кислород теççĕ, чăвашла йӳçамăш), водород (чăвашла шывамăш), азот, углерод (чăвашла кăмрăкамăш). Тата ытти те. Малалла вăл сăмахсарсене куçарнă[2] тата хăй ăсталанă[3], çапла майпа вырăсла химилле номенклатура аталаннă. Чăваш чĕлхинче химилле номенклатура тăвас тесе Тимухха Хĕветĕрĕ кирлĕ утăмсем тунă[4].
Номенклатура тĕсĕсем
тӳрлет- Рационаллă номенклатура
- Системăллă номенклатура
- Женева номенклатури
- Льеж номенклатури
- ИЮПАК номенклатури
Рационаллă номенклатура тĕпре тăракан япалалăхсем
тӳрлетЯпалалăхсен триваллĕ ячĕсем
тӳрлетТривиаллĕ ятсем — нимĕнле номенклатурăна та пăхăнмаççĕ.
Хăшпĕр асăрхаттарусем
тӳрлетХимире, сăмахран, нитрит та, нитрид та пур. Вуланасса пĕр пекех вуланаççĕ, анчах орфограммисене кура уйăрса илме май пур. Çав вăхăтарах вĕсем туртăм категорийĕнче, виççĕмĕш сăпатра, пĕр пекех çырăнаççĕ. Çавна кура уйăрса илме çук. Кунта çакăн пек пулма пултарать:
- Нитрид, туртăм категорийен виçĕмĕш сăпатĕнче: нитри(д)чĕ
- Нитрит, туртăм категорийен виçĕмĕш сăпатĕнче: Нитри(т)чĕ
Малалла та çавăн пекех.
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Химический энциклопедический словарь. М.: «Советская энциклопедия», 1983.
- Лоуренс Краусс. Почему мы существуем. Величайшая из когда-либо рассказанных историй = Krauss. The Greatest Story Ever Told - So Far: Why Are We Here?. — М.: Альпина Нон-фикшн, 2018. — ISBN 978-5-91671-948-2.
- Главный редактор А. М. Прохоров. Физическая энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Севергин В. М. Пробирное искусство, или руководство к химическому испытанию металлических руд и других ископаемых тел. СПб.: ИАН, 1801. XVI, [15], 370 c.
- ^ Каде де Гассикур Ш. Словарь химический, содержащий в себе теорию и практику химии с приложением её к естественной истории и искусствам /Перевод В. М. Севергина: В 4 т. СПб.: тип. ИАН, 1810—1813.
- ^ Севергин В. М. Руководство к удобнейшему разумению химических книг иностранных, заключающее в себе словари: латинско-российский, французско-российский и немецко-российский, по старинному и новейшему словознанию. СПб.: тип. ИАН, 1815. V, 291, 4 с.
- ^ Чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи — Опубликовано 01.10.2018 - 18:55 - Павлова С...
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |