Органикăлла япалалăх

(Органикăлла япалалăхсем ҫинчен куҫарнӑ)

Органи́кăлла пĕрлешӳсем, органикăлла япалалăхсем[1][2] — химилле япалалăхсен класĕ, вăл шута ытти атомсемпе çыхăннă кăмрăкамăш атомĕсем пур химилле япалалăхсем пурте тенĕ пекех кĕреççĕ. Изучаются в Органикăлла хими аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕсенче органикăлла япалаллăхсен шутне ÿсентăрансемпе тата чĕрчунсемпе çыхăннă кăмрăкамăш пĕрлешĕвĕсене çеç кĕртнĕ. Çакнашкал историлле сăлтавсене пула кăмрăкамăшлĕ хăшпĕр пĕрлешÿсем, сăмахран, кăмрăкамăшĕн монооксичĕ, кăмрăкамăшĕн диоксичĕ, синиль йӳçекĕ, кӳкĕртле кăмрăкамăш, металсен карбонилĕсем, карбонатсем, цианидсем, роданидсем, традици майĕпе, органикăллисем шутне кĕмеççĕ, органикăлла маррисем пек шутланаççĕ. Малсăлтавлăн, органикăлла пĕрлешÿсен структурăлла прототипĕсем пек кăмрăкшывамăшсене шутлама пулать[2].

Метанăн, чи ансат органикăлла япалалăхсенчен пĕрин, молекулин моделĕ

Органикăлла япалалăхсем - кăмрăкшывамăшсем тата вĕсенчен тухса тăракан япалалăхсем.

Органикăлла япалалăхсенче, кăмрăкамăшпе (C) пĕрле, ытларах чухне, (хăйсене тĕллĕн е тĕрлĕ комбинацисемпе), шывамăш (H), йӳçамăш (O), азот (N) пур, чылай сайрарах — кӳкĕрт (S), фосфор (P), галогенсем (F, Cl, Br, I), бор (B) тата хăшпĕр металсем[3].

Органикăлла хими текенни — хими уйрăмĕ, — вăл органикăлла япалалăхсене тата вĕсен çыхăнăвĕсене тĕпчет.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ S. L. Seager, M. R. Slabaugh. Chemistry for Today: General, Organic, and Biochemistry. 8th Edition (англ.). — Brooks/Cole, Cengage Learning, 2014. — P. 361–362. — 960 p. — ISBN 1-11360-227-4.
  2. ^ 1 тата 2 Органическая химия // Химическая энциклопедия : [рус.] : в 5 т. / под ред. И. Л. Кнунянца. — М. : Большая Российская энциклопедия, 1992. — Т. 3. — С. 396–399. — 639 с. — ISBN 5-85270-039-8.
  3. ^ Хомченко Г. П. Пособие по химии для поступающих в вузы. — 4-е изд. испр. и доп. — М.: ООО «Издательство Новая Волна», 2002. стр. 335. ISBN 5-7864-0103-0, ISBN 5-249-00264-1

Каçăсем

тӳрлет