Ыйту
Ыйту, тилмĕрӳ
тӳрлетЫйту -çынна мĕнле те пулин ĕçе тума е ĕмĕте пурнăçлама чĕнсе ыйтни.
Тăтăшах ыйтусем
- калуллă
- ыйтуллă
- кăшкăруллă сенӳсенчен пулса тăма пултараççĕ.
Тилмĕрӳ схеми
тӳрлетКалаканни → Итлекенни.
Ыйтăвăн ăнлавĕ
тӳрлетМанăн сан пата ыйту, тилмĕрӳ пур, унăн тĕллевĕ манăн кăмăл туртăмне е ĕмĕте пурнăçлани е аван е аван мар ĕçе туса пани.
Ыйту вăл пуплевĕн ĕçĕ, çавăнпа та темиçе компонентран тытăнса тăрать: яраканни – текст –илекенни.
Адресатпа адресантăн темиçе паллă пур. Вĕсем патне çыннăн арлахĕ, çул ӳсĕмĕ, пĕлӳлĕхĕ, пурнăçра кам пулни тата миçе çул е кун паллашнăранпа, официаллă е официаллă мар вырăнта пулса иртни кĕрет.
Ыйтусен тĕрлĕ жанрĕсем
тӳрлетЫйтусем тĕрлĕ жанрсемпе уйрăлса тăраççĕ:
- ыйту
- тилмéрӳ
- хушу.
Вĕсен пĕрлешĕвĕ те пулма пултарать.
Ыйтăва итлекенни тĕрлĕ çын пулма пултарать: çын, Турă, выльăх- чĕрлĕх, калаканĕ хăй тата ытти те.
Ыйту пĕр е темиçе сăмахран е сенӳрен тытăнса тăма пултарать. Тилмĕрӳ стилĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Ыйту монологра, диалогра, е полилогра пурнăçланать.
Ыйту, тилмĕрӳ ăнăçлă пуласси тĕрлĕ майсенчен килет: ырă кăмăл, çемçе сасă, этикетпа усă курни, мĕншĕн тесен тилмĕрӳ тăтăшах этикетра тĕл пулать.
Вуламалли
тӳрлет- Язык, коммуникация и социальная среда. Воронеж: ВГУ, 2006. С.165-170
- Жукова М.Т. Культурно-языковые реалии как объект исследования / М.Т.Жукова // Социокультурные проблемы перевода: Сборник научн.трудов. – Вып.5. – Воронеж, ВГУ, 2002. – С.55-58.
- Падучева Е.В. Высказывание и его соотнесенность с действительностью. М., 1985
- Арутюнова Н.Д. Речевой акт // Лингвистический энциклопедический словарь. - М.: Сов. Энциклопедия, 1990.