Хавал (йĕркеленӳ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хавал пăхăр.

«Хавал» (Хĕвел) — чăваш çамрăкĕсен пуҫару ушкӑнӗ, 2009 çулта Шупашкарта йĕркеленнĕ. Ертӳçисем — Александр Блинов, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан, чăвашлăхшăн çунакан çын тата Александр Савельев, Мускав чăвашĕ. Тĕп тĕллевĕ — чăвашлăха аталантарасси.

Хавал
Тĕс коммерцилле мар йĕркеленӳ
Йĕркеленĕ çул 2009
Вырнаçăвĕ Шупашкар, Чăваш Республики, РФ Раççей Федерацин ялавĕ
Паллă çынсем Блинов Александр, Александр Савельев

Проекчĕсем

тӳрлет
 
Лагерьте

Организаци тĕрлĕ проектсемпе ĕçлет. Пĕрремĕш проекчĕ — утă уйăхĕн 4–11-мĕшĕнче ĕçлекен çуллахи «Хавал» лагерĕ. Утăн 10-мĕшĕнче вăл «Чăваш халăх пĕрлешĕвĕ» пулса тăнă. Пĕрлешӳ канашĕнче 5 çын: Алпарух (Александр Блинов), Тимĕрçĕ (Александр Кузнецов, Шупашкар), Тевет (Татьяна Гурьева, Шупашкар), Сантăр (Александр Савельев, Мускав), Елей (Виктор Арапов, Элмет).

Пĕрремĕш тĕл пулăва Самар, Тутарстан, Мускав, Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ хутшăннă. Тĕрлĕ лекцисем, вăйăсем, «çавра сĕтелсем», вучах умĕнчи каçсем, чăваш тĕррин, тумĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштаракан ăсталăх лаççисем иртнĕ.

 
«Контактра» чăвашла

Пурнăçлама палăртнă проектсем 20 яхăн: «Ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕ», «Чăваш чĕлхи клубĕ», «Шкул проекчĕ», "Кала-ха" - пуҫламӑш классенче вӗренмелли куҫарусӑр меслет, Наци Телекуравӗпе пӗрлехи проект "Учим чувашский", компьютер программисем хатĕрлени, «Контактра» сайта чăвашла куçарни[1][2] тата ыттисем те.

  …Проектсене социолингвистикăпа çыхăнтарсан усăллăрах пек туйăнчĕ.

…Социолингвистика хуласенче, ялсенче çамрăксем чăвашла калаçманнин сăлтавне уçса пама пулăшать.

…Европăри ĕçтешсен проекчĕсене тишкерсе, вĕсен опычĕпе паллашса, хамăр культурăн, чĕлхен хăйне евĕрлĕхне шута илсе йывăрлăхсене парăнтарма тăрăшăпăр.
Александр Блинов
 

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи 10-мĕш шкулта проектлă класс уçăлчĕ. Палăртнă класра предметсене чăвашла ертсе пыраççĕ.

Чăваш Енри 455 шкултан çурринчен ытларахăшĕнче пуçламăш классенче чăвашла, 16-шĕнче тутарла, 3-шĕнче ирçелле вĕрентеççĕ, апла пулин те Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçне вырăсла кăна иртерме палăртнă. Хастарсен шухăшĕпе тĕрĕслеве наци чĕлхи çине куçармалла тесе Раççей Федерацин вĕренӳ министрĕ Ольга Васильева патне çыру янă[3].

2019 ҫулта 10-мӗш "Хавал" уйлӑх пулса иртет.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет