Чăваш тĕрри
Чăваш тĕрри (чăв. чăваш тĕрри) — пир е урăх тĕрлĕ пир-авăр çинче йĕппе тата тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе эрешсем туни — чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ декоративлă-килтерĕшле ÿнерĕн пĕр тĕсĕ[1].
Кирек епле халăхăн та хăйне этнос пек сыхласа хăварасси чăн малтан унăн истори астăвăмĕнчен килет. Чăваш халăхĕн ламран-лама пыракан чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Мĕнрен килнĕ-ха сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ? Паллах, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесенчен. Кунта халăх сăмахлăхĕ те, ал ĕç пултарулăхĕ те, халăх юрри-ташши те.
Чăваш тĕрри - авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн ĕмĕрлехсене çыхăнтаракан еткĕрĕ. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Авалхи несӗлсем хӑйсен шухӑшлавне мӗнле майпа палӑртнине тата вӗсен мӗнле ҫыру пулнине тӗрӗ-эреш искусстчвинче сӑнама пулать. Анчах пирĕн авалхи кĕнекене «хĕрлĕ ĕне» (вăрçă-харçă пушарĕ) çисе янă. Халăхăмăрăн пурнăçпа вилĕм хушшинчи вутлă-тăвăллă çулсем çинче авалхи чылай ӑс-хакӑл, ал-ӗҫ пуянлăхне çухатса хăварма тивнĕ. Çавăнпа аваллăхăн упранса юлнă кашни тĕпренчĕкĕ пирĕншĕн ылтăнран та хаклăрах.
«Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе Чăваш енре тĕрлĕ ĕç-пуç туса иртереççĕ. Аса илер-ха, Шупашкарта 2015 çулта Чăваш тĕррин музейĕ уçăлчĕ. Музейра XIX ĕмĕрчченхи авалхи чăваш шупăрне те, хĕр пĕркенчĕкĕсемпе тĕрĕллĕ шурă кĕпесене те, яркăчне те, сурпанне те, масмакне те, Алькешри «Паха тĕрĕ» тĕрлĕ çулсенче кăларнă тум-юма курма пулать. Ку çеç те мар - пăлхар тата савир йăхĕсем VI-VIII ĕмĕрсенче пурăннă вырăнсен карттине йĕрлеме те, пăлхар-чăваш çыхăнăвĕсене тĕпченĕ Петр Денисов профессор ĕçĕсемпе паллашма та, тата ыттипе те... Ахальтен мар ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ Алексей Трофимов музей уçăлни чăвашсен профессиллĕ искусствине аталантарас ĕçри аслă кун (великий день) тесе палăртнă.
2020-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн Халăх пултарулăх кафедринче тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмет кĕртрĕç. Чăваш тĕрри-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, Халăх пултарулăх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова тăрăшса ĕçлеççĕ. Паллах, ку ĕç патне пурте ăнтăлмаççĕ, çавах та ÿсекен ăрăвăн пĕр пайĕ çак ăсталăха алла илме тăрăшни савăнтарать. Вĕсем чăваш тĕррине пысăка хурса хаклаççĕ. Çамрăксем ку енĕпе диплом ĕçĕ хатĕрлени чăваш тĕррине хисепленине кăтартать.
Республикăмăр пурнăç йĕркине тепĕр илемлĕ те черчен уяв – Чăваш тĕррин кунĕ кĕчĕ. Ӑна чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çак кун 1914 çулта халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ. «Е.И. Ефремова пурри чӑвашсемшӗн пысӑк телей» – ку сӑмаха республика ертӳҫи пулнӑ С.М. Ислюков каланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай Екатерина Иосифовнӑна ҫакӑн пек чысланӑ:
- Салам та мухтав сана,
- Илемлӗ чунлӑ Кӗтерин!
- Тӗррӳ юлать, чунун тӗрри,
- Ытти тусан кӑна.
Кунтан тивӗҫлӗрех хаклав тупайрас та ҫук. Екатерина Иосифовна ячӗ пирӗн культура историйӗнче Николай Ашмаринпа Николай Никольский, Константин Ивановпа Петӗр Хусанкай, Федор Павловпа Иоаким МаксимовКошкинский, Моисей Спиридоновпа Анатолий Миттов пек ҫуталса тӑрать.
Чăваш тĕррин кунĕ тӑван культура аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулӑм. Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ тӗрӗ ӑстисем пӗрлехи вӑйпа сурпан хатӗрлерĕç. Анлӑ иртнӗ «Сурпан пӗрле» акци евӗр кӑҫал кашни районтах ӑстасем тӑван тавралӑх карттине тӗрлеҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне вӗсен ӗҫӗсене пӗрлештерсе республикӑн эрешлӗ карттине пухса хатӗрĕрлемелле. Çак карта Чăваш тĕррин кунĕнче наци музейĕнче хăйĕн хисеплĕ вырăнне йышăнĕ.
Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансен шучӗ ӳсни палӑрать. Кăçал Республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев хушӑвӗпе Чăваш тĕрри шкулĕ уçăлчĕ. Тӗрӗ музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем анлӑ вӗренӳ программи хатӗрленӗ. Пĕрремĕш урока Чăваш тĕрри музейĕнче халăх ăстисем, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем Наталия Кульева, Любовь Вазюкова, Раиса Васильевна ирттерчĕç. Виҫӗ уйӑхлӑх курса ҫӳрекенсем чӑваш халӑх ӳнерӗн историне тишкерӗҫ, ҫӗвӗсемпе эреш паллисене вулама хӑнӑхӗҫ, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе культура комитечӗ «Чăваш наци конгресĕн УÇĂ ВУЛАВĔСЕМ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта (авторĕ Вера Архипова) тĕпе хурса ĕçлет. Ăсталăх урокĕсене тата тĕрлĕ мероприятисене онлайн (е офлайн) йĕркипе вырăнти чăвашсемпе тата регионсенчи чăваш автономийĕсемпе иртересси культура комтечĕ тахçанах йăлана кĕртнĕ. Комитет пайташӗсем проектпа килӗшӳллӗн çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррин ăсталăхне те алла илме пулăшаҫҫӗ. Хутшӑнакансемшӗн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулӑм, вӗсем кунта чылай кирлĕ япалана вĕренеҫҫӗ, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ.
Чӑваш тӗрри - пирӗн халӑхӑн иксӗлми пуянлӑхӗ. Вӑл мӑн асатесемпе асаннесен пехилепӗпе пин-пин çул витӗр тухса çак таранччен упранса юлнӑ. Çав иксӗлми пуянлӑха çухатас марччӗ пирӗн, манас марччӗ. Эпир те пархатарлӑ ӗçе кӳлӗнсе чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне вӑй çитнӗ таран алла илме тӑрӑшӑпӑр, ӑна халӑхра сарма анлӑ çул уçca парӑпӑр.
Сăвă
тӳрлет- ПЕТĔР ХУСАНКАЙ
- Чăваш тĕрри
- Н. Шупуççыннине халаллатăп
- Пĕр саншăн çеç тăван ăсталăх,
- Пĕр саншăн, шурă катанпир,
- Çак сăввăма çырса хывмалăх
- Вăя пиллетĕп паян ир.
- Епле тÿсес-ха ман чĕнмесĕр,
- Епле тÿсес поэт чĕри?
- Пĕлетĕр-и пăртакçă эсĕр:
- Мĕскер вăл тĕп чăваш тĕрри?
- Кĕпе эп куртăм, ах, тăванăм,
- Шупашкарти мăн лавккарах,
- Мĕнле пике тĕрлесе панă? —
- Пăхсассăн куç каять шарах.
- Йăрăм-йăрăм укаллă пурçăн,
- Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйланă вĕт.
- Куран та, шухăшлатăн: пур çав.
- Чăвашăн та илем — ĕмĕт.
- Пĕр курăс хупĕ çеç-им эпĕр
- Паллатпăр çакă тĕнчере?
- Пурне те астивме пĕлетпĕр,
- Илемшĕн те çунать чĕре...
- Пĕр саншăн çеç тăван ăсталăх,
- Пĕр саншăн, шурă катанпир,
- Çакна эп çыртăм асăнмалăх
- Чĕрем çĕкленнĕ янкăс ир.
- 03.06.1926, ирхине
Çавăн пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Николаев, В. В., Иванов-Орков Г. Н., Иванов В. П. Чăваш тумĕ аваллăхран паянлăха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов-Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ фончĕ. — Мускав ; Шупашкар ; Аремпур, 2002. — 400 с.: цв. ил. — Библиография : с. 395. Парал. текст рус., чув., англ.
- Соколова, С. Г. Технология чувашской вышивки : учеб.-метод. пособие / С. Г. Соколова ; Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары : ЧГПУ, 2004. — 49 с. : ил., схем. — Библиогр. : с. 49 (13 назв.).
- Трофимов, А. А. Орнамент чувашской народной вышивки : вопросы теории и истории / А. А. Трофимов; НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1977. — 108, [3] с.: цв. ил. — Библиогр. в подстроч. примеч.
- Хусанкай, П. Чувашская вышивка. // Хусанкай П. Здравствуй, солнце. — М., 1976. — 27-28 с.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Традиционный быт чувашей -> Вышивка 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. Национальная библиотека Чувашской Республики.
- ^ Чăваш тĕрри - халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
тӳрлет- Чувашская национальная вышивка 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Традиционный быт чувашей -> Вышивка 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. Национальная библиотека Чувашской Республики.
- Швы чувашской вышивки. Национальная библиотека Чувашской Республики.