Хĕсметри чăвашсем

Хĕсметри чăвашсем — Ылтăн Уртан Пăлхар çĕрĕнче, Хусан ханлăхĕнче тата Раççей патшалăхĕнче XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çууринче — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çар хĕсметĕнче тăнă чăвашсем[1][~ 1].

Истори

тӳрлет

Хусан халăхĕнчи хĕсметри чăвашсене те, хĕсметри тутарсене те касаксем (чăв. хусах) тенĕ. Ханлăхра вăрçă хĕçметĕнче ясакри чăвашсем, марисем тата кăнтăрти удмуртсем тăнă. Вăрçă тухсан виçĕ ясакран пĕрне хан çарне илнĕ. Харçăра хĕсметри тата ясакри чăвашсене кнеç çĕрпĕвĕсем тата турхансем ертсе пынă. Хĕсметри чăвашсене налукран тата ытти парăмлăхран хăтарнă.

1551 çулта Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхне кĕрсен хĕсметри тата ясакри чăвашсем дворянсен çарĕнчи полксен шышĕнче пулнă. Вăрçă пуçлансан чăвашсене вырăс çарне виçĕ ясакран (тĕрĕссипе 6 килтен) пĕр çынна илнĕ. XVII ĕмĕрти вырăс-турккă тата урăх вăрçасенче чăваш тата мари тĕкĕрчĕсене çапăçăва пĕрремĕш кĕртсе янă, дворянсен ушкăнĕсем иккĕмĕш çеç. Хĕсметри чăвашсем, чикĕ хуралçисем пулнă. Документсенче хĕсметри чăвашсене тăтăшах хĕсметри тутарсем тенĕ. Православи тĕнне йышăннă хĕсметри чăвашсене тĕне кĕнĕ çĕнĕ хĕсметçĕсем тенĕ.

Вырнаçни

тӳрлет

1625 çулта хĕсметри чăвашсем çак уессенче пурăннă:

Пурĕпе 222 çын, йышне шута илмесĕр.

Комментарисем

тӳрлет
  1. ^ В.Д. Димитриев, С.А. Краснов, в частности, пишут: «Болгарские воины <Золотой Орды> использовались в подавлении сопротивления ордынскому гнёту».

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ В.Д. Димитриев, С.А. Краснов Болгарская земля // Электронная Чувашская энциклопедия / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Шупашкар: Чувашское книжн. изд-во, 2006. — Т. 1: А—Е. — ISBN 5-7670-1471-X // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.