Ула Тимĕр

Улатимĕр Владимир Николаевич (паспортри ячĕ Михайлов Владимир Николаевич), — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ.

Çуралнă вăхăт: 1960 çулхи çурлан 3-мĕшĕ
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Улатимĕр.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕПравить

1960 çулхи çурла уйăхĕн 3 Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă.

1994 çултанпа чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. 1992 тата 1993 çулсенче право енĕпе çырнă ĕçсемшĕн Хулккан тата хĕç парнине тивĕç пулнă.

1978 çулта Тутарстанри Кивĕ Çĕпрел салинчи 24-мĕш СПТУ, 1984 çулта Вăрнар технукумĕн ял-хуçалăх уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ.

Слесарь-ремонтник, тракторист, бетонщик, корреспондент пулса ĕçленĕ. Халĕ Шăмăршă район хаçăчĕн редакциĕнче ĕçлет.

ӖçĕсемПравить

Хăйĕн пĕрремĕш сăввине «Пионер сасси» хаçатра пичĕтленĕ. Унтанпа ытларах енĕпе очерксем, кулăшла калавсем çырать. Классиксен ĕçĕсене чăвашла куçарать.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Эпир вилмешкĕн çуралман» (поэма, 1994);
  • «Юр çинчи чечексем» (сăвăсем, 1994);
  • «Ватă салтан куççулĕ» (сăвăсем, 1995);
  • «Тăвансемĕр, тав сире» (юрăсен пуххине хатĕрлекенĕ, 1995);
  • «Лар, тăванăм çумма» (юрăсен пуххине хатĕрлекенĕ, 1996).

ВуламаллиПравить

АсăрхавсемПравить

КаçăсемПравить