Тутарсем (авалхи йăх)
Тутарсем (монг. татар, вăтам монгол чĕлхинче ᠲᠠᠲᠠᠷ, авалхи тĕрĕк çырулăх палăкĕсенче те пур, киттайсем та-та тенĕ) — хальхи Монголин çурçĕр-хĕвелтухăç пайĕнче вăтам ĕмĕрсенче пурăннă шултра йăх[1].
Тутарсем (йăх) | |
Тăван ячĕ | татар |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Шалти Монголи | |
Чĕлхе | монгол, бурят |
Тĕн | буддизм, шаманизм |
Расă тĕсĕ | монголоидсем |
Кĕрет | монгол халăхĕсем |
Çавăн пекех кунашкал йăх Кимак хаканлăхĕнчи кимаксен йышĕнче те пулнă (XI ĕмĕрччен).
Тута́рсем (монг. татар) — Монголин çурçĕр-тухăçĕнче пурăннă монголсен йăхĕ[2]. Вĕсем куçса çӳренĕ вырăнĕсем: Буйр-Нур кӳлĕ таврашĕ, Халхин-Гол юханшывĕ, Керулен юханшывĕнчен кăнтăралла, çаплах Шалти Монголин пайĕ. Халĕ — хăшпĕр монгол халăхĕсен йышĕнчи этнос группи[3][4].
Этноним
тӳрлетХальхи ситуаци
тӳрлетХалĕ Монголире татарсем (татари) Тухăç аймакĕн Матад сомонĕнче тата Сүхбаатар аймакĕн Асгат сомонĕнче халха-монголсен йышĕнче пурăнаççĕ[5]. Шалти Монголи территоринче татар, татаруд, цаган татар (шурă татарсем), айригуд, буйригуд ăрат ячĕллĕ çынсем пурăнаççĕ[6][7].
Б. З. Нанзатов çырнипе, татарсен несĕлĕсем çаплах бурятсен хушшинче те пурăнаççĕ. Ăсчах тĕпченипе, бурятсен тэртэ ăрачĕ — татарсен терат ăрачĕ пулать, бурятсен шошолог тепĕр ăрачĕ — тутуклиуд татар ăрачĕн несĕлĕсем. Шошолог тата тутуклиуд этнонимсем “çулпуç пур” тенине пĕлтереççĕ, анчах та тутуклиуд — лăпкă вăхăтра, шошолог вара — вăрçă вăхăтĕнче. Ангар тăрăхĕнчи вăтам ĕмĕрсенчи татар-тутуклиутсен пайĕ этнонима икĕ сăлтава пула улăштарма пултарнă: е пĕрле куçса çӳренĕ тапхăр вăрçăпа куçса çӳренĕ тапхăр çине каçнипе, е Чингисхан татар йăхĕсене хĕстернипе. Иккĕмĕш сăлтавне пула татар-тутуклиутсем хăйсен этнонимне кăштах улăштарса пытанса юлнă темелле. Çак ăратра ăруран ăрăва каласа хăварнă халап тăрăх, шошолоксем чылай йышлă пулнă, вĕсене тăшмансем пĕтернĕ[4]. Род чочолиг также отмечен в составе баргутов[8]. Çаплах татарсен несĕлĕ тесе Б. З. Нанзатов Иркутпа Китой таврашĕнчи сагансене, тункин бурячĕсен хонгодор ăратне асăнать.
Монголире çакнашкал ăрат хушамачĕсем тĕл пулаççĕ: татар, татаар, цагаан татар, тэрт, тэртэ, шошолог, шошоолог, шошлог, алши, айраг, айраг боржигон, айраг боржигин, буйр, буйргууд, буйрууд, буйруут, тутаг, хуйд, хуйн, хуйт, хүйн, хүйтэн[9].
Хазарейсен йышне татарсенчен тухнă йăхсем - татар, алчин - кĕреççĕ[10].
Татар йăхĕ монгол тата тĕрĕк халăхĕсен - халха-монголсем, бурятсем, баргутсем, хазарейсем, калмăксем, узбексем, казахсем, нухайсем, тутарсем тата крым тутарĕсем - этногенезисне хутшăннă. Дешт-и-Кипчак патшалăхĕ Монгол империне кĕрсен, кăпчаксем, кăштах тутарсемпе хутăшса, вĕсен ятне йышăннă, çакăн хыççăн çак этноним тĕрĕ халăхĕсене (тутарсене тата крымсене) куçать, вĕсем чăнах кăпчаксен несĕлĕсем шутланаççĕ. Çаплах, тутар йăхĕ чулымсен, хакассен, шорсен тата телеутсен этногенезне хутшăннă. Çак халăхсем этноним вырăнне тутар (тадар) терминпа усă кураççĕ, хăшпĕррисем урăх этнонимсемпе те палăраççĕ, сăмахран, чулым, шор-кижи (шорсен) тата теленнет, байат-пачат (телеутсен).
Вуламалли
тӳрлет- Садур Валиахмет. Тюрки, татары, мусульмане (рус.) / И. З. Мухамеджанов. — М.: Марджани, 2012. — С. 250. — 400 с. — ISBN 978-5-903715-31-2.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ История России с древнейших времен до наших дней. В 2 томах. Сахаров А. Н., Боханов А. Н., Шестаков В. А., {{{1}}} м: 2010.; Т.1 — 544 с.
- ^ История России с древнейших времен до наших дней. В 2 томах. Сахаров А. Н., Боханов А. Н., Шестаков В. А. М.: 2010.; Т.1 — 544 с.
- ^ Очир А. Монгольские этнонимы: вопросы происхождения и этнического состава монгольских народов / и.ă.т. Э. П. Бакаева, и.ă.т. К. В. Орлова. — Элиста: КИГИ РАН, 2016. — ISBN 978-5-903833-93-1
- ^ 1 тата 2 Нанзатов Б. З. Этногенез западных бурят (VI-XIX вв.). — Иркутск, 2005. — 160 с. — ISBN 5-93219-054-6.
- ^ Очир А., Сэржээ Ж. Монголчуудын овгийн лавлах. — Улаанбаатар: 1998.
- ^ Bügünüdei Goncuγ. Моngγul obuγ // Öbör Mongγol-un Soyol-un Keblel-ün Qoriya, 1993. 203 х. (монгол чĕлхипе çырнă)
- ^ Монгол овог аймгууд. Тĕрĕсленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2019.
- ^ Бухоголова С. Б. Этническая идентичность новых баргутов Китая // Вестник БГУ. — 2015. — № 8 (1).
- ^ Үндэсний Статистикийн Хороо. Үндэсний Статистикийн Хороо. Тĕрĕсленĕ 11 Нарӑс уйӑхӗн 2019.
- ^ Project Gutenberg Hazara tribes | Project Gutenberg Self-Publishing — eBooks | Read eBooks online. self.gutenberg.org. Тĕрĕсленĕ 22 Ҫурла уйӑхӗн 2018.