Турхан ял тăрăхĕ (Çĕмĕрле районĕ)

Турхан ял тăрăхĕЧăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕн ял тăрăхĕ.

Турхан ял тăрăхĕ
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ, Чăваш Ен
Статус ял тăрăхĕ
Кĕрет Çĕмĕрле районĕ
Администраци центрĕ Турхан
Официаллă чĕлхесем чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2021) 893
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ христиансем
Сайчĕ

Администраци адресӗ: Турхан ялӗ.

Телефон: +7:(83536)60417

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Надеев Виктор Николаевич [3].

Тавралăхĕ тӳрлет

Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ тӳрлет

Чăвашсем пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 1124 (2008) çын.

2010 2012 2013 2014 2015 2016 2017
1179 1187 1175 1127 1085 1030 997
2018 2019 2020 2021
963 931 915 893

Ялсем тӳрлет

Ял тӑрӑхӗ Турхан, Çĕнкас, Пĕренеш, Чартакан, Мисчĕ, Мулкачкасси ялĕсенчен тăрать.

Кун-çулĕ тӳрлет

1917 çултанпа Кăрмăш уесне кĕнĕ. 1920 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнчен 1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1917 çултан Атикасси вулăсне, 1926 çулхи авăн уйăхĕн 14 пуçласа 1927 çулчен Хутар вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Вăрнар районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ.

Организацисем тӳрлет

Турхан ялĕнче:

  • СХПК "Комбинат"
  • Турханти пуçламăш шкул-ача сачĕ;
  • фельдшер пункчĕ;
  • АТС;
  • ветеринари участокĕ;
  • Сбербанк уйрăмĕн филиалĕ;
  • çыхăну уйрăмĕ;
  • модель вулавăшĕ;
  • Турханти КОЦ;
  • лесничество;

Пĕренеш

  • фельдшер пункчĕ;
  • ял вулавăшĕ;
  • клуб;

Мулкачкасси

  • клуб

Бюджет тӳрлет

Паллă ентешсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

Асăрхатарусем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет