Трофимов Захар Трофимович

Трофимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Трофимов Захар Трофимович, — генерал-майор. 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Захар Трофимович Трофимов
Çуралнă вăхăт 1897 çул, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Мăн Ямаш ялĕ
Элĕк районĕ
Чăваш АССР
РСФСР СССР
Вилнĕ вăхăт 1961 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Мускав, СССР
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем 1914-1957
Хисеп
Генерал-майор
Генерал-майор
Çапăçусем/вăрçăсем Пĕрремĕш Тĕнче
Граждан
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçисем
Чыславсем тата парнесем
II степеньлĕ Суворов орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Пурнăçĕ тӳрлет

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш Тĕнче, Граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. 1916 çулта прапорщиксен шкулĕнчен, 1927 çулта – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухнă. 1927-1943 çулсенче – çар училищисемпе академисенче вĕрентнĕ, вăл вăхăтрах 1933 çултанпа – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче. Вăрçă вăхăтĕнче 58-мĕш тата 120-мĕш стрелк. корпуссен штаб пуçлăхĕ, 329-мĕш, кайран 106-мĕш стрелк. тата 78-мĕш гвард. стрелк. дивизисен командирĕ.

1946-1957 çулсенче – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академийĕнчи курссен ертӳçи.

Чыславсемпе парнесем тӳрлет

Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хут), Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Шурă Арăслан» (Чехословаки), Грюнвальд (Польша) орденĕсемпе тата медальсене тивĕçнĕ.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

  • Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3