Тренкасси
Тренкасси — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял.
Тренкасси
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта 103 çын пурăнать (2008) [1]. Икĕ урам. Шĕнерпуç ял тăрăхне кĕрет.
Кун-çулĕ
тӳрлетТренкасси ялне Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи Кивçурт Çырми ялĕнчен куçса килнĕ Тренкки (Терентий) ятлă çын пуçласа янă. Ял 18 ĕмĕр вĕçнелле кăна пуçланса кайнă. Унпа юнашар Явăш ятлă çын килсе ларнă. Пурăна киле икĕ ял пĕрлешсе кайнă та хальхи Тренкасси пулса тăнă.
Тренкки (Терентий) – вырăс ячĕ, апла пулсан ял чăвашсене тĕне кĕртсен кăна пуçланса кайма пултарнă.
Авалхи документсенче Тренкасси ялне тĕрлĕ ятсемпе çырса хăварнă, Хыркасси, Чăрăшкасси, Явăш тенисем тĕл пулаççĕ. Анă, тĕслĕхрен, 1859 çулхи халах çырав материалĕсенче Шемшер вулăсĕнче, Йĕршшу çумĕнче, Явăш («Яушева при рч. Рыкше»; 66 хуçалăх, 208 арçын, 228 хĕрарăм) ятлă ял пур, Тренкасси çук; 1897 çулхи перепись материалĕсенче вара Тренкасси (Трень-Касы) пур, Явăш çук. Халăх ахаль халапламасть иккен, халапсенче тĕл пулакан хыпар-хăнара, лайăх шырасан, авалхи документсенче те тупма пулать иккен. Çаксене шута илсен, Тренкасси ял ятне пĕр иккĕленмесĕрех «Трен(кки) ятлă çын никĕсленĕ касă» тесе ăнлантармалла.[2]
Путин килни
тӳрлет2008 çулхи авăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацин президенчĕ Владимир Путин Тренкасси ялĕнче пулса курчĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Закупки. Чăваш правительстви 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Егоров Н.И. Наци политики кирлĕ
Каçăсем
тӳрлет- В.Путин: «Чăвашла вĕренĕттĕм!»(ĕçлемен каçă) — «Сувар» хаçатри статья.
- Тренккассинче шкул историйĕн пӳлĕмĕ уçăлнă
- Тренкасси вĕренекенĕсем тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăнаççĕ