Твиттер (акăл. tweet — «чĕвĕлтет», «пакăлтат») — веб-интерфейспа, SMS-семпе, хăвăрт пĕлтерӳ хĕсмечĕсемпе е аякри программăсемпе усă курса хутшăнакансен кĕске (140 символ таран) тексчĕсене — микроблогсен системине — яма пулăшакан тетел-сайчĕ. 2010 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ тĕлне сервис йышĕнче 145 млн усă куракан[2][3]. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕнче уйăхсерен ресурса кĕрекенсен шучĕ 190 млн яхăн[4].

Twitter
Изображение логотипа
URL: twitter.com
Коммерци: çук
Сайт тĕсĕ: микроблоггинг сервисĕ
Регистраци: хутшăнма кирлĕ
Чĕлхе(сем): акăлчан, испан, итал, нимĕç, франци, япон
Харпăрçă: Twitter, Inc
Автор: Obvious[1]
Хальхи статус: ĕçлет
Логотип Викисклада Твиттер Викиампарта

Ăнлантару

тӳрлет

Твиттера тăвакансем — Джек Дорси (акăл. Jack Dorsey), Биз Стоун (акăл. Biz Stone) тата Эван Вильямс (акăл. Evan Williams). Чи малтанах проекта «Халĕ эсĕ мĕн хăтланатăн?» ыйтусемпе тăрмашланма ăслайланă пулнă. Дорсин туссем кĕске хыпарсене хăйсене платформăна ăсталас шухăш пулнă[5]. Твиттерти пĕлтерӳсем тӳрех усă кураканăн страницине çитеççĕ, пĕр самантрах хыпара çырăнса хунă ытти усă куракансем патне çитме пултараççĕ. Хыпарсене Твиттер сайчĕ, хăвăрт пĕлтерӳ хĕсмечĕ, SMS, RSS, электронлă почтă е Twitter-клиент урлă яраççĕ. Пĕлтерӳ кĕске пулнипе Твиттерта URL-кĕскетӳпе усă кураççĕ.

Твиттер сервисне Ruby on Rails веб-платформи çине лартнă (çаплах Scala, 2009 çултанпа [6]), 2007 çул тăршшипе 98 % вăхăт ĕçленĕ (6 талăк сервиспа усă курайман). Çакăн пек ирĕксĕр ĕçсĕр тăнă тапхăрсенче сайтăн питĕнче твиттер кайăкне вырнаçтарнă хыççăн Эрешре микроблоггинг платформине улăштарни пирки чылай кулăш ӳкерчĕкĕ тухать (пример). 2008 çулăн пуçламăшĕнче сервиса Amazon S3 серверĕсем çине куçарнă, çакăн хыççăн вара унăн ĕçлевĕ тăнăçа кĕнĕ.

2008 çулхи çу уйăхĕ тĕлне Твиттерта 1 млн усă куракан шутланнă, çав шутра 3000 вырăсла калаçакансем[7].

Яндекс хыпарĕсемпе, 2010 çулхи пуш уйăхĕнче "Твиттер" микро-блогĕсен сервисĕпе ĕçлекенсен Раççейри йышĕ 183 çынна çитет[8].

2010 çулхи авăнăн 24-мĕшĕнче сайтăн çĕнĕ версине хута янă[9], çакна пула усă куракансем сайт çинчех видео тата фотографисене пăхма пултарнă.

Усă курни

тӳрлет

Twitter-па тăтăшах пайăр е пĕрлешӳ хыпарне сарма усă кураççĕ:

  • 2008 çулхи акан 10-мĕшĕнче Джеймс Бака (James Buck), ун чухне вăл Беркли университечĕн журналистика студенчĕ, тата унăн тăлмачне Икĕпатра правительствăна хирĕçле тухнисене çапса илнĕшĕн аресленĕ. Полици таврашне илсе кайнă чухне Бак «ареслерĕç» сăмаха çеç Twitter-ти хăйĕн 48 корреспондентне ярса пама ĕлкĕрет. Çăк пĕлтерĕве пĕр тăхтамасăрах университета тата Каирти АПШ элчелĕхне, хăшпĕр МИХ çитернĕ. Çак тăрăшусене пула Бак валли адвокат тупнă, ăна Махалла тĕрминчен тытса чарнă хыççăн тепĕр куннех хăтарнă[10][11]
  • 2008 çулхи кăрлачра пассажир самолёчĕ кайăк ушкăнĕпе çапăнса Гудзон шывне анса ларни те Twitter айăккипе иртсе кайман. Инкеке лекнĕ çынсене çăлма пыракан паром çинчи Янис Крам (Janis Krum) ӳкнĕ самолёта фотографиленĕ те сăнне МИХ корреспонденчĕсем вырăна çитичченех тӳрех тетеле «твитленĕ».
  • New Scientist журналăн тĕпчев ĕçĕсенче[12] Twitter ахаль МИХ-ран саттуртарах пулнине кăтартнă. Тӳррипе, Web 2.0 технологине информаци хатĕрĕсемпе танлаштарнă, вара микроблог çăлав операцисене хатĕрлес чухнехи ăслай евĕр çĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Хĕрес Америкăра Twitter-а ĕнтĕ вырăнти инкек пулăмсене кашни минутра хыпарлама, йĕркелӳн ĕç-пуçне кăтарма усă курать.
  • 2009 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче Джеймс Джойсăн «Улисс» романне кăмăллакансем «Блум кунне» уявлас тесе кĕнекери пĕр пайне микроблог формачĕпе Twitter сервисне вырнаçтарнă, усă куракансем валли романри 54 персонажа çырса кĕртнĕ.

Кăсăк фактсем

тӳрлет
  • Twitter сайтне пула тетелре çĕнĕ хутшăну мелĕ — «твиттинг» (акăл. twitting) — çуралать.
  • Twitter-те çырнисене шырав системисем индексĕлеççĕ.
  • BlackBerry харпăрçисем — тĕнчери чи пăхăнуллă твиттерсем[13].
  • 2008 çулхи юпа уйăхĕнче АПШ ятарлă хĕсмечĕсем Twitter лапамĕнче террористсем тĕл пулма пултарнине палăртнă [14].
  • 2009 çулхи нарăс уйăхĕнче Twitter-па усă куракансем тĕнчери 140 хулара тĕлпулу ирттернĕ (Twestival)[15].
  • 2009 нарăсра Украина экс-президенчĕн пресс-секретарĕ Twitter социаллă эрешĕнче Виктор Ющенкон официаллă тетел-элчелехĕ уçăлассине пĕлтернĕ.[16]
  • Халăх чи кăмăллакан микроблог — Lady Gaga, унăн 6 млн ытла çырăнакан[17]. Кăшт каярах малта пыраканни Бритни Спирс шутланнă.[18].
  • Раççейри Twitter-ăн чи паллă усă кураканĕсем — Дмитрий Медведев РФ Президенчĕ, Александр Овечкин хоккеист, Тина Канделаки телеертӳç, Олег Тиньков усламçă, Антон Носик тетел ĕçченĕ. Çакăнсăр пуçне, Twitter-па ытти раççей çăлтăрĕсемпе политиксем усă кураççĕ, сăмах май, Сергей Лазарев юрăç, Дмитрий Рогозин тата Константин Рыков политиксем[19].
  • 2009 çулхи утăра Twitter-а 50 млн ытла хăйне евĕр çын кĕнĕ[20]. Кунта çак хисеп шутне вулав тата çырнисене кăтартмалли ятарлă хушмасемпе усă куракансене кĕртмен.[21]
  • Твиттера Китайра чаракланă, 2009 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче Майкрософт хăйĕн аналогне — MSN Juku — ĕçе кĕртет.
  • Тысячи взломанных аккаунтов Twitter поступили в продажу в России[22].
  • 2010 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче твиттерте Раççей президенчĕ Дмитрий Анатольевич Медведев çырăнать[23].
  • 2010 çулăн авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне Твиттер штатĕнче 273 çын тăрăшнă[24].
  • 2010 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче Twitter микроблогĕсен сервисĕпе усă куракансене пĕр харăсах вируссем атакăланă. Çур мильона яхăн аккаунта çĕмĕрнĕ. Официаллă кăткăс ыйтăва уçса панă, анчах та информаци хăрушсăрлăхĕн ăстаçисем веб-интерфейспа пĕр хушă усă курма тăхтаттарнă.[25]
  • 2010 çулхи юпан 13-мĕшĕнче Дмитрий Зеленин кĕпернаттăр микроблогра кремльте хăнасене йышăннă чухне хăйĕн турилкки çинче çумăр хурчĕ выртнине çапса илнĕ[26]. РФ президенчĕн пулăшуçи Сергей Приходько чиновниксене тăмсайсăрлăхшăн ĕç вырăнĕнчен хăтарма сĕннĕ[27]. Çакăн хыççăн пулса иртни пирки хыпара Зеленинăн блогĕнчен тата урăх çăлкуçсенчен кăларса пăрахнă.

Twitter-ти чăвашла çыракан усăçсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Where did the idea for Twitter come from?
  2. ^ Twitter отследит все нажатия по ссылкам
  3. ^ Число пользователей Twitter превысило население России
  4. ^ Twitter-е уйăхне 190 млн çын кĕрет 2015 ҫулхи Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ About us
  6. ^ Twitter on Scala<!—Пуçелĕке бот хушнă -->
  7. ^ Аудитория Twitter куне 5—10 пин çынна таран йышланать.
  8. ^ Пользователей "Твиттера" в России пересчитали и изучили, INTERFAX.RU (2010-04-10). Тĕрĕсленĕ 10 Ака уйӑхӗн 2010.
  9. ^ Twitter кардинально изменился. Соль. Тĕрĕсленĕ 24 Авӑн уйӑхӗн 2010.
  10. ^ Student "Twitters" his way out of Egyptian jail. CNN. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2008.
  11. ^ Twitter Saves Man From Egyptian Justice. TechCrunch. Тĕрĕсленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2008.
  12. ^ http://www.newscientist.com/article/mg19826545.900-emergency-20-is-coming-to-a-website-near-you.html?full=true
  13. ^ Twitstat Study: BlackBerry Users Are Totally Addicted To Twitter
  14. ^ http://www.fas.org/irp/eprint/mobile.pdf
  15. ^ BBC. Twittering on, BBC (February 13, 2009). Тĕрĕсленĕ 13 Нарӑс уйӑхӗн 2009.
  16. ^ http://focus.in.ua/article/60371.html 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  17. ^ Top Twitter users - Popular Twitter users (акăлч.). twittercounter.com. Тĕрĕсленĕ 3 Авӑн уйӑхӗн 2010.
  18. ^ ashton kutcher (aplusk) on Twitter
  19. ^ Twitter-та вырăсла калаçакан паллă çынсен ят-йышĕ 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  20. ^ Посещаемость сайта www.twitter.com 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  21. ^ Аудитория Twitter превысила 50 млн. 2015 ҫулхи Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  22. ^ Продажа ворованных аккаунтов Twitter началась в России «Новости высоких технологий. Компьютеры и гаджеты, безопасность, мультимедиа, интернет» — ComboNews.Ru 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  23. ^ Дмитрий Медведев завел аккаунт в Twitter. Аргументы и Факты (23 июня 2010 г.). Тĕрĕсленĕ 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2010.
  24. ^ https://archive.is/20120719051256/twitter.com/about/employees
  25. ^ Ытларикун Twitter-па усă куракансене вируссем пĕр харăс атакăланă — Газета.Ru<!—Пуçелĕке бот хушнă -->
  26. ^ http://www.mk.ru/politics/news/2010/10/14/536770-zelenin-otvetit-po-zakonu-za-nesuschestvuyuschego-chervyaka.html
  27. ^ http://www.echo.msk.ru/blog/dodolev/718285-echo/

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.