Тĕтре
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕтре (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕтресем (пĕлтерĕшсем пăхăр.
Тĕтре — атмосфера пулăмĕ, сывлăшра шыв пуçтарăнни, шыв пăсĕн конденсаци пĕчĕк тумламĕсем пулса каяççĕ (сывлăш температури −10° ăшăрах чухне пĕчĕк шыв тумламĕсем, −10…-15° чухне — шыв тумламĕсемпе пĕчĕк пăр кристаллĕсем, −15° сивĕрех чухне — хĕвел шевлипе е уйăх е хунар çуттинче йăлтăртакан пăр кристаллĕсем).
Раççейĕн хăшпĕр хулисенче тĕтреллĕ кунсен вăтам шучĕ:[1]
Архангельск | 31 | Аçтăрхан | 36 | Владивосток | 116 | Воронеж | 32 | Екатеринбург | 12 | Иркутск | 52 | Хусан | 16 | Мускав | 9 |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Мурманск | 24 | Нарьян-Мар | 40 | Омск | 27 | Ăренпур | 22 | Петропавловск-Камчатский | 94 | Ростов-Тан-çинчи | 37 | Самар | 41 | Санкт-Петербург | 13 |
Сыктывкар | 21 | Томск | 19 | Хабаровск | 16 | Хантă Манси | 15 | Кăнтăр Курил | 118 | Якутск | 62 |
Вуламалли
тӳрлет- Зверев А. С. Туманы и их предсказание, Л., 1954
- Хргиан А. Х. Физика атмосферы, М., 1969
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Атмосферные явления — классификация и описание 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăра тĕтре Викиампарта
- Сайра тĕтре Викиампарта