Яку́тск (якут. Дьокуускай) — Раççей хули, Саха (Якути) Республики тĕп хули, Лена çинчи порт. Калăп хула, Раççейĕн çурçĕр-тухăçĕнчи пысăк этеплĕх, ăслăлăх тĕпĕ.

Тавралăхĕ тӳрлет

Хула Туймаада айлăмĕнче, Лена шывĕн сулахай çыранĕнче ларать.

Ӗмĕр шăнлăхĕн йăрăмĕнче вырнаçнă чи пысăк хула. Унăн çĕр лаптăкĕ 122 тăваткал çухрăм (хула çуммисĕр, хула çумĕсемпе - 3600 тăваткал çухрăм).

Климат тӳрлет

Истори тӳрлет

1632 çулхи авăн, 25 Петр Бекетов ениçей çĕрпĕвĕн текĕрчи, Ленăн çыранĕсене тĕпчесе тухса, сылтăм çыранĕнче хальхи Якутскран 70 çм юхăм анаталла, борогон якутĕсен çĕрĕнче, Якути (Лена) острогне никĕс хурать. 1638 çулта острог çĕнĕрен йĕркеленĕ Якути воеводствин тĕпĕ пулса тăрать. 1642—1643 çç. острога хальхи вырăна — Туймаада айлăмне — куçараççĕ.

1643 çулта Якутск ят панă. Лена енĕн çар-административлă тата сутă-илӳ тĕпĕ пулса, 1708 çултанпа Çĕпĕр, XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Иркут кĕпернине пăхăнса тăрать. 1822 çулта Якутск облаç хули пулса тăрать, 1851 çултанпа Якутск тĕп хулиллĕ Якути кĕпернийĕ хăй тĕллĕ облаç статусне çĕнтерсе илет.

Якутск хулин хастар аталанăвĕ И. И. Крафт кĕпернеттĕр тапхăрĕпе (1907—1913) çыхăннă. Хулара электростанци, телефон станци тунă, музей уçнă, Император географи пĕрлĕхĕн уйрăмне йĕркеленĕ.

1922—1991 çç. Якутск —Якути АССР-ĕн администрациллĕ центрĕ. 1991 çултанпа — Саха (Якути) Республикин тĕп хули.


Администрациллĕ пайланăвĕ тӳрлет

Администрациллĕ тăрăхсем тӳрлет

  1. Автодорожный тăрăх
  2. Гагарин тăрăхĕ
  3. Губинский тăрăх
  4. Октябрь тăрăхĕ
  5. Промышленный тăрăх
  6. Сайсар тăрăхĕ
  7. Строительный тăрăх
  8. Тĕп тăрăх
  9. Марха микрорайонĕ
  10. Кангалассы микрорайонĕ
  11. Табага посёлокĕ
  12. Хатассы наслег
  13. Маганчиркӳ ялĕ
  14. Тулагино-Кильдям наслегĕ
  15. Пригородное чиркӳ ялĕ

Халăхĕ тӳрлет

Демографи хыпарĕсем тӳрлет

Халăх йышĕ — 255 784 çын (2008) (210 642 çын 2002 çулхи халăх çыравĕпе). Çум территорисемпе — 276,2 пин çын (2008), ку республикăри 29 % халăхĕ пулать.

Халăх йышĕн улшăнăвĕ (пин çын)

Çул Халăх йышĕ Хула çумĕпе
1897 6,5  
1926 11  
1939 52,9  
1959 74  
1967 100  
1970 108  
1979 152,4  
1989 187,7  
1998 195  
2002 210,6 246,3
2005 235,61 247,1
2007 246 266,5

1 в 2004 году в городскую черту были включены посёлки Марха и Кангалассы.

Наци йышĕ тӳрлет

Тĕн тӳрлет

Экономика тӳрлет

Транспорт тӳрлет

 
Вырăс Ази банкĕн юсанă çурчĕ

Якутск Ленăн сулахай çыранĕнче ларать. Юханшыв порчĕ ĕçлет. Ун витĕр, чукун çул çуккипе, питĕ нумай япала турттараççĕ. Унсăр пуçне, юханшыв пассажир транспорчĕпе хула Якутин Лена бассейнĕнчи хуласемпе: Олёкминскпа, Сангарпа, Жиганскпа — çыхăнать. Экономикăпа техника сăлтавĕсемпе 2008 çулта Хандыгăпа йĕркеллĕ çыхăнăва чарса хунă.

Автомобиль транспорчĕпе Якутска çитме йывăр: федераци трасси M56 «Лена» Ленăн сылтăм çыранĕнчи Якутска хирĕçле Анат Бестях посёлокне çити çеç пур. Якутскпа çулла — япала-пассажир паромĕ, хĕллехи тапхăрта (раштав — ака) — юханшыв пăр çийĕпе, пăр кайавĕпе пăр тăнăвĕ чухне сывлăшпа

кăна çыхăну пур. Çулĕ ытларах гравий витĕмлĕ. Томмот — Качикатцы çул пайĕнче питĕ нумай усă курнипе пĕтĕмпех ишĕлĕве çитнĕ — ăна пурĕпе юсамалла. Хăш чухне федераци автоçулĕ «Колыма» (Якутск — Магадан) ĕçлет, 2008 çултанпа тăпра çулсене асфальт витеççĕ.[1] В 2007 году автодорога «Вилюй» (Якутск — ВилюйскМирныйЛенскУсть-КутТулун) включена в список федеральных дорог. Однако фактически такой дороги не существует.[2] Участок Ленск — Усть-Кут является зимником, по которому автомобильное сообщение возможно около трёх месяцев в году. На участке Якутск — Мирный круглогодичное сообщение возможно только условно, в некоторых местах во время проливных дождей полотно дороги (как и в случае с автодорогой «Лена») превращается в болото.[3] Ытти çул пайĕсене реконструкцилемелле.

Çутĕç тата ăслăх тӳрлет

Спорт тӳрлет

Хулара хальхи шайри пăр керменĕ «Эллэй Боотур», витĕмлĕ стадион «Туймаада», спорт керменĕ «Çĕнтерĕве 50 çул», спорт комплексĕ «Модун» тата урăх спорт çурт-йĕрĕ пур.

Раççей чемпионтĕнче хула ятне «Заря» мини-футбол клубĕ хӳтĕлет. 2008 çулта çак команда аслă лигăра 4-мĕш вырăн йышăнать.

2007 çулта Якутскра Раççей бокс чемпионачĕ тата Футзал Тĕнче Черкки иртнĕ.

Этеплĕх тӳрлет

 
Хулан тĕп лапамĕсенчен пĕри — Орджоникидзе лапамĕ. Сулахайра — Саха театр çурчĕ

Театрсем тӳрлет

Цирк тӳрлет

Музейсем тӳрлет

  • Çурçĕр халăхĕсен историпе культурин Е. Ярославский ячĕллĕ пĕрлештернĕ музей
  • Мамонт музейĕ
  • Варган мусăкĕн хомус музейĕ
  • Патшалăх М. К. Аммосов ячĕллĕуниверситечĕн Нумизмат музейĕ
  • Наци ӳнермузейĕ
  • Литература П.А. Ойунский ячĕллĕ музейĕ
  • «Якути политика ссылка музейĕ» çурт-музей
  • Археологи, этнографи тата аслă шкул музейĕ

Тăванлă хуласем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Якути Шаблон:Лена çинчи пурăну вырăнĕсем

  1. ^ «В. Штыров: План по строительству автодорог должен быть выполнен». Якутское-Саха Информационное Агентство.
  2. ^ «Приангарье и Якутию объединит дорога». Якутское-Саха Информационное Агентство.
  3. ^ «„Вилюй“ станет твёрдым». Гудок.RU.