Сител (Патăрьел районĕ)

СителЧăваш Республикин Патăрьел районĕнчи ял. Сител ялĕ Пăла юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Çурçĕр, кăнтăр, хĕвел анăç енчен вăрман хупăрласа тăрать. Ял пуçламăшĕнче кӳлĕ пур. 2006 çулхи январь 10-мĕш 142 кил шута илнĕ. Халăх шучĕ - 561 çын.

Сител
Сител
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Аслă Арапуç
Координатсем 55°04′45″ с. ш. 47°22′21″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Пуçлăх Секретов Владимир Алексеевич
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429364
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 850 007
Официаллă сайчĕ каçă
Сител (Патăрьел районĕ) (Раççей)
Точка
Сител (Патăрьел районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Тытăм тӳрлет

Ялта лавкка, ача-пăча вулавăшĕ, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ, чиркӳ пур.

Урамсем: Комсомол; Пионер; Анат; Шкул; Вăрман.

Кун-çулĕ тӳрлет

1651 çулхи çу уйĕхĕн 29-мĕшĕнче Çĕрпӳ уезд Сител ялĕн (халлехе Канаш районĕнче вырнаçнă) чăвашĕсем пуçласа янă . 1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.

1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Халăх йышĕ тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.