Синичкин Виссарион Вениаминович
Синичкин Виссарион Вениаминович, — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1936 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 2003 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче чĕри тапма пăрахнă.
1985 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.
Пурнăçĕ
тӳрлет1954 çулта Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанашри вăтам шкултан, кайран Мускав коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Колхозра ĕçленĕ, çарта пулнă.
1979-1989 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕ, каярах Чăваш Ен Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн çумĕнчи илемлĕ литературăна пропогандăлакан бюрон пуçлăхĕ пулнă.
Ӗçĕсем
тӳрлетУнăн пĕрремеш калавĕ 1968 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетленнĕ. В. Синичкин калавсемпе повеçсем, пьесăсем, сăвăсем çырнă, куçару енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. В. Козловăн «Чул утрав президенчĕ» кĕнекине, Самара çыравçин В. Мясниковăн калавĕсене чăвашла куçарнă. Унăн «Салтак амăшĕ» драмине К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче лартнă.
Паллăрах кĕнекисем: