Семенова Людмила Ивановна
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Людмила Семёнова (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Людмила Семёнова (Семенова Людмила Ивановна, 26.12.1961 Чăваш республикинчи Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă[1]) — чăваш юрăçи. ЧАССР тава ттивĕçлĕ артисчĕ (1991), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2003).
Людмила Семёнова | |
Тулли ят | Семенова Людмила Ивановна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1961 çулхи раштавăн 26-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Кивçурт Енĕш, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Патшалăх |
СССР, Раççей |
Профессисем | юрăç |
Жанрсем | чăваш эстради |
Ушкăнсем | Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, "Сеспель" ушкăн. |
Кунçулĕ, пултарулăхĕ
тӳрлет26.12.1961 Чăваш республикинчи Вăрнар районĕнчи Кивçурт Янăш ялĕнче çуралнă. 1976-мĕш çулта тăван ялта 8 çул вĕренмелли шкула, 1978-мĕш çулта Кĕçĕн Кипекре вăтам шкула пĕтернĕ. 1978-1979-мĕш çулсенче — Шупашкарти кулинари вĕрентĕшĕнче. Шупашкарти идустри тракторĕсен савутĕнче ĕçленĕ. 1988-мĕш çултанпа Чăваш Республикин тата РФăн ÿнерсен тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Ю.В.Васильев ертсе пыракан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче. Унтан — "Сеспель" ушкăнра.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |