Сăваплă Хакăл
Сăваплă Хакăл (лат. Spiritus Sanctus) — христианлăхра пĕрлĕ Турăн — Сăваплă Виçпĕрлĕшĕн — виççĕмĕш пăçтаçĕ (сăнарăшĕ).
Йӳтейлĕх (Иуда тĕнĕ)
тӳрлетХристианлăх (Христос тĕнĕ)
тӳрлетĔненекен кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче Сăваплă Хакăл кирлине йăлари чыларахăш христиан конфессисенчи çын йышăнать. Сăваплă Хакăл — Виçпĕрлĕшĕн пĕрри, ун витĕр/урлă виçпĕрлĕ Турă çынна тата чиркĕве тухать. Турă-Атте ăнлав Кивĕ Халалра пĕрремĕш степеньре, Ывăлне кĕл туни — Евангелисенче çырнă тапхăрта пулнă пулсан, хальхи самантра Христос чиркĕвĕнче ытларах Сăваплă Хакăл парнисем паллăрах шутланаççĕ[1]
Сăваплă Хакăла ăс-тăна илни аталанни
тӳрлетДидахери çиччĕмĕш пайĕнче тĕне кĕртнĕ чухнехи «Ашшĕ тата Ывăлĕ тата Сăваплă Хакал ячĕпе» формула пур[2]. I ĕмĕрĕн вĕçĕнче сăваплă Рим Клименчĕ Виçпĕрлĕшĕн Виçĕ сăпатне пĕрлештерсе тупа тăвать: «Турă чĕрĕ тата Иисус Христос Хуçа чĕрĕ тата Сăваплă Хакăл чĕрĕ, суйланисен ĕненĕвĕ те, шанчăкĕ те»[3].
Вăлах риторикăлла ыйтать: «Пĕр Турăна çеç мар-и тата пĕр Христоса çеç мар-и пĕлетпĕр эпир? Пĕр Сăваплă Хакăлăн пархатарĕ пирĕн çине килет мар-и?»[4].
Çаплах сăваплă Климент Хакăла Сăваплăх Çырăвĕн авторĕ, хавал параканĕ тесе асăнать. Ориген çирĕплетнипе, Сăваплă Хакăлăн çавнашкал «мăнаçлăхпа влаç» пур, вăл Ашшĕпе Ывăлĕпе пĕрлĕш[5]. Сăваплă Хакăла пуçтайни пирки Рим Ипполичĕ калать. Сăваплă Хакăл пĕтĕмпех турăлăхлине тата Вăл Ашшĕпе тата Ывăлĕпе пĕр шухăшлăхнине сăваплакан Аслă Афанасий каланă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Эриксон М. Христианское богословие. — СПб:: Библия для всех, 2002. — ISBN 5-7454-0669-0
- ^ Учение Господа, (переданное) народам через 12 апостолов // Журнал Московской Патриархии. — 1975. — № 11.
- ^ Доникейские Отцы Церкви о Божестве Христа и Духа Святого
- ^ Климент Римский Послание к Коринфянам. Архивированная копия.
- ^ Ориген О Началах.