Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (Шĕмшеш)
Шĕмшешри Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (выр. Церковь Святой Троицы (Шумшеваши)) — Чăваш Енĕнчи (Раççей Федерацийĕ) Элĕк районĕн Шĕмшеш ялĕнче вырнаçнă Шупашкар тата Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.
Православи храмĕ | |
Шĕмшешри Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ
| |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Конфесси | Православи |
Епархи | Шупашкар тата Чăваш епархийĕ |
Статус | Ĕçлет |
Храмра виççĕ астул: Сăваплă Виçпĕрлев, Турăн Сăваплă Амăшĕн Пукравĕ, Сăваплă Николай Чудотворец. Чиркӳ çуртне чулран хăпартнă, ăшă, çӳллĕшĕ, чана çити, 15,5 хăлаç, чи анлăшĕ 9 хăлаç. Пиллĕк тăрăллă.
Сăваплă Виçпĕрлев чиркӳ прихутне 1999 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче регистăра кĕртнĕ. Прихут канашĕн председателĕ — И.Р.Филиппов.
Чиркӳре иккĕ чиркӳ ĕçченĕ, тиек, иккĕ псалом вулакан.
Кун-çулĕ
тӳрлетСăвплă Виçпĕрлев чиркĕвне Шĕмшешре тĕне тытакансен укçипе 1881 çулта туса лартнă.
Совет влаçĕсем храма 1941 çулта хупнă. Турăна ĕненекенсем йăлăннипе хăйĕн ĕçлевне 1993 çулта каллех пуçлать. Çуртне çĕнетнĕ.