Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (Ассакасси)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Таса Троица чиркĕвĕ пăхăр.

Ассакассинчи Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (выр. Асссакасинская церковь Святой Троицы) — Чăваш Енĕнчи (Раççей Федерацийĕ) Элĕк районĕн Ассакасси (Ехремкасси ял тăрăхĕ) ялĕнче вырнаçнă Шупашкар тата Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.

Православи храмĕ
Ассакассинчи Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Конфесси Православи
Епархи Шупашкар тата Чăваш епархийĕ 
Çурт-йĕр тăвăмĕ ???—

Чиркӳ çуртне чулран тунă, тĕп храмĕнче сивĕ, приделĕ ăшă. Чиркӳ çӳллĕшĕ, чана çити, 13 хăлаç. Чиркӳре иккĕ астул: Сăваплă Виçпĕрлев, Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшĕн. Чиркӳ пиллĕк тăрăллă.

Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕн прихутне 2000 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче регистрланă. Прихут канашĕн председателĕ — Р.И.Филиппова.

Чиркӳре кĕлĕне Александр Васильев проиерей ирттерет.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ассакассинче Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвне тене тыткансен укçипе кивви вырăнне çĕнĕрен 1907 çулта туса лартнă.

Совет влаçĕ чиркĕве 1940 çулта хупнă. Турра ĕненекенсем йăлăннипе чиркӳ хăйĕн ĕçлевне 1989 çулта малалла тăснă.

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет