Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (Шĕмшеш)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ пăхăр.

Шĕмшешри Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ (выр. Церковь Святой Троицы (Шумшеваши)) — Чăваш Енĕнчи (Раççей Федерацийĕ) Элĕк районĕн Шĕмшеш ялĕнче вырнаçнă Шупашкар тата Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.

Православи храмĕ
Шĕмшешри Сăваплă Виçпĕрлев чиркĕвĕ
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Конфесси Православи
Епархи Шупашкар тата Чăваш епархийĕ 
Статус Ĕçлет

Храмра виççĕ астул: Сăваплă Виçпĕрлев, Турăн Сăваплă Амăшĕн Пукравĕ, Сăваплă Николай Чудотворец. Чиркӳ çуртне чулран хăпартнă, ăшă, çӳллĕшĕ, чана çити, 15,5 хăлаç, чи анлăшĕ 9 хăлаç. Пиллĕк тăрăллă.

Сăваплă Виçпĕрлев чиркӳ прихутне 1999 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче регистăра кĕртнĕ. Прихут канашĕн председателĕ — И.Р.Филиппов.

Чиркӳре иккĕ чиркӳ ĕçченĕ, тиек, иккĕ псалом вулакан.

Кун-çулĕ тӳрлет

Сăвплă Виçпĕрлев чиркĕвне Шĕмшешре тĕне тытакансен укçипе 1881 çулта туса лартнă.

Совет влаçĕсем храма 1941 çулта хупнă. Турăна ĕненекенсем йăлăннипе хăйĕн ĕçлевне 1993 çулта каллех пуçлать. Çуртне çĕнетнĕ.

Çавăн пекех тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет