Патвар сăмса
Патвар сăмса - шăнкăрч пысăкăш кайăк. Çăмартисем (5-6) çутă симĕс. Ами вĕсене çу уйăхĕнче тума пуçлать. Ăна ку вăхăтра аçи тăрантарать. Йăва çавăрма çăка йывăçа юратаççĕ. Юманпа хурăн, çирĕкпе ăвăс çинче те çавăрма пултараççĕ. Хула е ял çывăхĕнчи çулçăллă вăрмансене йышăнаççĕ. Тĕрлĕрен çырласемпе (чие, шăлан, çĕмĕрт, слива, пилеш тата ытти те), курăк вăррисемпе тăранаççĕ, çулла хурт-кăпшанкă кăна çиет. Чăвашра сайра тĕл пулаççĕ, вĕсене сайра-хутра, çурла уйăхĕнче, садсенче курма пулать.