Пăлаçи АтăкЧăваш Республикин Патăрьел районĕнчи ял. Пăлаçи Атăк ялĕ Пăла юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Пăлаçи Атăк
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Аслă Арапуç
Координатсем 55°04′05″ с. ш. 47°22′56″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429368
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 850 005
Пăлаçи Атăк (Раççей)
Точка
Пăлаçи Атăк (Чăваш Ен)
Точка

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет

Кун-çулĕ тӳрлет

1637 çулхĕнче никĕсленĕ. 1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.

1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.

Истори тӳрлет

Яла хăçан никĕслени çинчен хутсем сыхланса юлнă. 1637 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сĕнтĕр вулăсĕнчи Теньгесь ялĕнчи Ахпусан Сытычев, Темей Данилов тата Атăк Аксигентов Шелепшур юханшыв тăрăхĕнче хăйсем валли çĕр уйăрма хут çырнă. Вĕсене ирĕк хутне алă пусса панă. Вăл хут тăрăх çавăн пекех çурт лартма çăмăллăхсем панă. Часах юханшыв хĕрринче виçĕ çурт никĕсленсе ларнă. Ку вăхăт ял пуçланса кайнă кун шутланать.

XVII ĕмĕр варричен вăл Кокшайск уесне кĕнĕ, 1660-мĕш çулсенче яла Чĕмпĕр уесне куçарнă. 1868 çулхи астăвăм кĕнеки тăрăх Пăлаçи Атăк ялĕнче 22 кил пулнă, вĕсенче 22 арçын, 68 хĕрерăм пурăннă. 1911 çул валли ялта 54 кил пулнă, 167 арçын, 182 хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет [1].

Паллă çынсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.

Кĕперсем тӳрлет