Нарс Урини

(Нар Урини ҫинчен куҫарнӑ)

Нар Урини (паспортпа Петрова Ираида Алексеевна, 1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ, Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ - 1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ, Мускав) — чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçĕ[1].

Нар Урини
Çуралнă чухнехи ят: Петрова Ираида Алексеевна
Суя ятсем: Нар Урини
Çуралнă вăхăт: Пуш, 13, 1913
Çуралнă вырăн: Йăлпăлак ялĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, (халĕ Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕ) Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1983, юпа, 4,
Вилнĕ вырăн: Мускав, РСФСР
Пăхăнулăх: Раççей империйĕ,
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, драматург, сăвăç
Тĕлĕ: трагеди, эпос
Жанр: повеç, калав, сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

1980 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Хусанти чăваш педагогика техникумĕнче, Тĕп театр ӳнер текхникумĕнче пĕлӳ пухнă. Хор ушкăнĕсен ертӳçи ĕçне алла илнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Ленинградри хоспитăльсенче ĕçленĕ.

1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă.

Несĕл, ратне, килйыш

тӳрлет

Автобиографирен[2]:

Фёдор Павлов статйинче Нарс Уринине «Петрова-Агакова» пек асăннă. Çапла вара, ку унăн пĕрремĕш упăшки Агаков Леонид Яковлевич иккенне пĕлтерет пулмалла.

Иккĕмĕш упăшки — Григоров Диодор Иванович (1909.01.05 — 2002): уçă çăлкуçсенчен килйыш хăш адреспа пурăнни те паллă: Московск.обл. Калининград р-н, Карла Маркса ул. Дом.25 Кв.81.

Упăшки аçта ĕçлени те паллă[3]:

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пичетленме XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă.терет Калавсене, автобиографи повеçне («Тятюк») тата «Пурнăç çиппи» сăвăсен пуххине хайланă. Унăн сăввисем çаплах Чăваш кĕнеке арсиздательстви кăларакан «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăнла ĕçĕсенче кун сути курнă. Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ драматургăн «Телейпе Илем» пьесине темиçе çул кăтартнă.

«Кун-çул юппинче» сăвăсен, «Телейпе Илем» пьесăн тата «Савпипе Кришна» юмахăн никĕсне автор Атăл Пăлхарĕ тапхăрĕнче пулнисене халапласа çырнă.

Çаплах Ираида Алексеевна чăваш литературипе театр ӳнерне Мускавра кăтартас ĕçе хастар туса пынă.

  • «Тядюк» (1969);
  • «Çул юппинче» (1973);
  • «Савпипе Кришна» (1975);
  • «Пурнăç çиппи» (1979);
  • «Телей и Илем» (вырăсла, Телейпе Илем, 1982);

Вуламалли

тӳрлет
  1. Бахмисова, Л. Н. Хĕрарăм–сăвăçсен утăмĕсем / Л. Н. Бахмисова // Ялав. – 2006. – № 5-6. – С. 132-135.
  2. Вериялов, М. «Тăван халăхăма юррăмпа савăнтарăп теттĕм» : Ираида Петрова-Нарс çыравçă пурнăçĕнчи эпир пĕлмен самантсем / М. Вериялов // Тантăш. – 2003. – 11 çĕртме (№ 24). – С. 7.
  3. Михайлов, Н. Ираида Петровăна чикан хĕрарăмĕ пуль тенĕччĕ / Н. Михайлов // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2008. – 27-30 раштав (№ 51). – С. 10.
  4. Петров, В. «Пĕчĕк юрă кăна пулса юласчĕ халăх асĕнче...» / В. Петров // Урал сасси. – 1996. – 21 пуш.
  5. Юмарт, Г. Паттăр та çепĕç чун / Г. Юмарт ; В. Исаев сăн ӳкерчӗкӗ // Пике. – 1997. – № 1–2. – С. 6–7.
  6. Юмарт, Г. Пĕчĕк юрă кăна мар / Г. Юмарт // Ялав. – 1983. – № 3. – С. 30.
  7. Юхма, М. Инҫе ҫулта аташас мар тесессӗн / М. Юхма // Хыпар. – 2013. – 20 пуш. – С. 4.
  8. Ялкир, П. Телей шыраса / П. Ялкир // Хыпар. – 1998. – 18 пуш.
  9. Афанасьев, П. Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 320–321.
  10. Афанасьева, Е. Р. Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна / Е. Р. Афанасьева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 416.
  11. Eливанова, Г. Пьеса переписывалась, переделывалась / Г. Eливанова // Совет. Чувашия. – 2005. – 9 сент.
  12. Кондратьев, А. Поэтесса Ираида Петрова – наша землячка / А. Кондратьева // Сердцу близкие имена. – Уфа, 1996. – С. 203–208.
  13. Трофимов, Г. Ф. Петрова Ираида Алексеевна (Нарс Урини) / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 323.
  14. Ялгир, П. Петрова (Нар Урини) Ираида Алексеевна) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 85.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ультурное наследие Чувашии. Писатели : Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна
  2. ^ Н. Кириллова. Асăннă çăлкуç.
  3. ^ В.В.Молодцов. ИСТОРИЯ ПРОЕКТИРОВАНИЯ КОРАБЛЯ "ВОСТОК" // "Космический альманах" №5 2001 год

Каçăсем

тӳрлет