Нарс Урини
Нар Урини (паспортпа Петрова Ираида Алексеевна, 1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ, Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ - 1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ, Мускав) — чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçĕ[1].
Нар Урини | |
Çуралнă чухнехи ят: | Петрова Ираида Алексеевна |
---|---|
Суя ятсем: | Нар Урини |
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 13, 1913 |
Çуралнă вырăн: | Йăлпăлак ялĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, (халĕ Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕ) Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1983, юпа, 4, |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР |
Пăхăнулăх: | Раççей империйĕ, |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç, драматург, сăвăç |
Тĕлĕ: | трагеди, эпос |
Жанр: | повеç, калав, сăвă |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
1980 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетХусанти чăваш педагогика техникумĕнче, Тĕп театр ӳнер текхникумĕнче пĕлӳ пухнă. Хор ушкăнĕсен ертӳçи ĕçне алла илнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче Ленинградри хоспитăльсенче ĕçленĕ.
1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă.
Несĕл, ратне, килйыш
тӳрлетАвтобиографирен[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Родилась в Башкирской АССР, деревня Елбулак Бижбулякского района в 1913 году в семье сельского учителя Петрова Алексея Петровича. Мать – Петрова Елизавета Васильевна – учительница. В 1914 году умер отец. Мать учительница до сего времени в селе Бижбуляк БАССР. Есть отчим, который сейчас на фронте, Рябухин Алексей Иванович – член ВКП (б).
Фёдор Павлов статйинче Нарс Уринине «Петрова-Агакова» пек асăннă. Çапла вара, ку унăн пĕрремĕш упăшки Агаков Леонид Яковлевич иккенне пĕлтерет пулмалла.
Иккĕмĕш упăшки — Григоров Диодор Иванович (1909.01.05 — 2002): уçă çăлкуçсенчен килйыш хăш адреспа пурăнни те паллă: Московск.обл. Калининград р-н, Карла Маркса ул. Дом.25 Кв.81.
Упăшки аçта ĕçлени те паллă[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)...Немедленно, а точнее 3-го апреля 1957 г., он [Сергей Павлович Королев] создает в ОКБ-1 отдел № 9, которому поручается проектирование космических объектов, в том числе и для пилотируемых полетов. Руководство отделом он поручает Михаилу Клавдиевичу Тихонравову, добившись перевода его из НИИ-4 в ОКБ-1.... Григоров Диодор Иванович — зам. руководителя проектного отдела № 9
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетПичетленме XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă.терет Калавсене, автобиографи повеçне («Тятюк») тата «Пурнăç çиппи» сăвăсен пуххине хайланă. Унăн сăввисем çаплах Чăваш кĕнеке арсиздательстви кăларакан «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăнла ĕçĕсенче кун сути курнă. Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ драматургăн «Телейпе Илем» пьесине темиçе çул кăтартнă.
«Кун-çул юппинче» сăвăсен, «Телейпе Илем» пьесăн тата «Савпипе Кришна» юмахăн никĕсне автор Атăл Пăлхарĕ тапхăрĕнче пулнисене халапласа çырнă.
Çаплах Ираида Алексеевна чăваш литературипе театр ӳнерне Мускавра кăтартас ĕçе хастар туса пынă.
Вуламалли
тӳрлет- Бахмисова, Л. Н. Хĕрарăм–сăвăçсен утăмĕсем / Л. Н. Бахмисова // Ялав. – 2006. – № 5-6. – С. 132-135.
- Вериялов, М. «Тăван халăхăма юррăмпа савăнтарăп теттĕм» : Ираида Петрова-Нарс çыравçă пурнăçĕнчи эпир пĕлмен самантсем / М. Вериялов // Тантăш. – 2003. – 11 çĕртме (№ 24). – С. 7.
- Михайлов, Н. Ираида Петровăна чикан хĕрарăмĕ пуль тенĕччĕ / Н. Михайлов // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2008. – 27-30 раштав (№ 51). – С. 10.
- Петров, В. «Пĕчĕк юрă кăна пулса юласчĕ халăх асĕнче...» / В. Петров // Урал сасси. – 1996. – 21 пуш.
- Юмарт, Г. Паттăр та çепĕç чун / Г. Юмарт ; В. Исаев сăн ӳкерчӗкӗ // Пике. – 1997. – № 1–2. – С. 6–7.
- Юмарт, Г. Пĕчĕк юрă кăна мар / Г. Юмарт // Ялав. – 1983. – № 3. – С. 30.
- Юхма, М. Инҫе ҫулта аташас мар тесессӗн / М. Юхма // Хыпар. – 2013. – 20 пуш. – С. 4.
- Ялкир, П. Телей шыраса / П. Ялкир // Хыпар. – 1998. – 18 пуш.
- Афанасьев, П. Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 320–321.
- Афанасьева, Е. Р. Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна / Е. Р. Афанасьева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 416.
- Eливанова, Г. Пьеса переписывалась, переделывалась / Г. Eливанова // Совет. Чувашия. – 2005. – 9 сент.
- Кондратьев, А. Поэтесса Ираида Петрова – наша землячка / А. Кондратьева // Сердцу близкие имена. – Уфа, 1996. – С. 203–208.
- Трофимов, Г. Ф. Петрова Ираида Алексеевна (Нарс Урини) / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 323.
- Ялгир, П. Петрова (Нар Урини) Ираида Алексеевна) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 85.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ ультурное наследие Чувашии. Писатели : Петрова (Нарс) Ираида Алексеевна
- ^ Н. Кириллова. Асăннă çăлкуç.
- ^ В.В.Молодцов. ИСТОРИЯ ПРОЕКТИРОВАНИЯ КОРАБЛЯ "ВОСТОК" // "Космический альманах" №5 2001 год
Каçăсем
тӳрлет- Çыравçă хайлавĕсем
- ЛИТЕРАТУРНО-ТЕАТРАЛЬНЫЙ ВЕЧЕР, К 100-ЛЕТИЮ СО ДНЯ РОЖДЕНИЯ ИРАИДЫ ПЕТРОВОЙ
- Надежда Кириллова: «Эп чӑвашсене каҫса кайса юрататӑп…»
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |