Патреккел

(Мишер Патирек ҫинчен куҫарнӑ)

Патреккел (выр. Байдеряково) — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.

Патреккел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Елчĕк
Координатсем 55°08′44″ с. ш. 48°02′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Успенское, Байтеряк-Ял.
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429381
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 840 003
Патреккел (Раççей)
Точка
Патреккел (Чăваш Ен)
Точка


Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Çурçĕр урамĕ, Тухăç урамĕ, Ленин урамĕ, Çамрăксен урамĕ, Набережная урамĕ тата Çĕнĕ урам.

Ялта 950 (2007) çын пурăнать. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 798 çын, çав шутра 377 арçын, 421 хĕрарăм пурăннă[2].

Тавралăхĕ

тӳрлет

Кун-çулĕ

тӳрлет

Революциччен (1917 çул) Хусан кĕпернин Теччĕ уесĕнчи Элкел вулăсĕнче шутланса тăнă.
1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн Теччĕ кантонĕнче шутланса тăрать.
1921 чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патреккел ялне Чăваш автономи облаçĕнчи Патăрьел уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕк вулăсне куçарнă.
Патреккел ялĕ 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Кĕçĕн Елчĕк районĕнче.
1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче,
1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнчен Патăрьел районĕнче,
1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара паянхи кунчченех Елчĕк районĕнче шутланса тăрать.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Патреккел ялĕнче ял Совечĕ йĕркеленет. 1960 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнчен вара Патреккел ялĕ Елчĕк ял Советне кĕрет.


IV Иван патша ертсе пыракан вырăс çарĕсене Хусан хулине илнĕ çĕрте пулăшакан чăвашсем хушшинчче Пăрсай Патирекĕ (вырăсла ячĕ Байдеряк Барзаев) палăрсна тăнă. Вăл хальхи Шупашкар районне кĕрекен Патирек ялĕнче пулнă. Хусан хулине илнĕ вăхăтри çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтарнашăн IV Хаяр Иван патша тав туса, хисеплесе çĕр уйăрса панă. Çак çĕр лаптăкĕсем парăнтарнă Хусан çĕрĕ çинче хальхи Теччĕ, Пăва, Лаиш тата Чистай районĕсенче вырнаçнă пулнă. Хăй Патирек бабай вара Теччĕ уесĕнчи çĕр çине килсе хальхи Елчĕк районне кĕрекен Патреккел ялне пуçласа янă.
Каярахпа вара унăн пĕр лаптăк çĕрĕ çинче хальхи Елчĕк районне кĕрекен Вăрăмхăва ялĕ (выр. Новое Байдеряково), тепĕр лаптăкçĕрĕ çинче вара хальхи Шăмăрша районне кĕрекен Патирек ялĕ (выр. Байдеряково) пуçланса кайнă. Ытти уесĕнче пулнă çĕрĕсене Патирек бабай сутса пĕтерне.
Патирек бабай вилнĕ хыççăн ăна хальхи Елчĕк районне кĕрекен Патреккел ялĕ çумĕнчи масара пытарнă. Унăн вилтăпри çине пысăк чул палăк лартса хăварнă пулнă. Анчах та ку масар паянхи куна сыхланса юлман.
Патирек бабая ял хĕринчи масара пытарни çав вăхăтра Патреккел ялĕнче чиркӳ пулманни çинчен аса илтерет. Ун чух Патреккел яленче чиркӳ пулнă пулсан, ăна Патреккел халăхĕ хисеплесе чиркӳ картишне пытарнă пулĕччĕ. Çапла вара, Патирек бабая Христос тĕнне йышанман чăвашсен масарĕ çинче пытарнă теме пулать.
Патреккел халăхĕн асĕнче сыхланса юлнă паллă вăхăт вăп – 1742 çул. Ку çул Патреккел ялĕнче Успени чиркĕвĕ уçни çинчен асăнаççĕ ялти ватăсем. Ял халăхĕ хушшинче çӳркен легендăсем тăрăх, Патреккел ялĕ те Аслă Елчĕкпе пĕр вăхăталла пуçланнă пулать. Патирек бабайăналлинче те вырăс патшин çĕр илме панă „кĕреп” хучĕ пулнă теççĕ.
1710 çулта хальхи Патреккел ялĕн адресĕ вырăсла çапла пулнă: деревня Новая Байдерякова Яльчикской волости (халĕ ку Елчĕк ялĕ Куславкка районне кĕрет) Свияжского уезда Казанского края.
1710 çул тĕлне Патреккел ялĕнче 26 кил пулнă. Кунта 1719 çул тĕлне тата 5 хуçалăх килсе вырнаçнă, 2 хуçалăх ялта вилсе пĕтнĕ, 6 хуçалăх вара ялтан туха-туха тарнă. 1719 çул тĕлне Патреккел ялĕнче 23 хуçалăх пурăннă.

Паллă çынсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет