Моркă районĕ
Моркă районĕ (çаран мари Морко кундем)[6] — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Республикăн анăç енче вырнаçнă.
Моркă районĕ çаран мари Морко кундем | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Мари Эл | ||
Администраци центрĕ | Моркă хеп | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1924 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Иванов Александр Альбертович[3] | ||
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ | Иванова Светлана Михайловна[4] | ||
Официаллă чĕлхе | мари, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
28 712 (4,21 %) | ||
Йышлăх | 12,65 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | марисем, вырăссем, тутарсем | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльмансем, христиансем | ||
Лаптăк | 2270,08[5] çм² (4-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83635 | ||
Сайчĕ | |||
Тавралăхĕ
тӳрлетРайон Мари Элĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Анăçра вăл Звениговăпа Совет районĕсемпе, çурçĕрте — Куçенерпа Паранькă районĕсемпе, тухăçра тата кăнтăрта — Паранькăпа Атăл районĕсемпе тата Тутарстанăн Атна районĕпе чикĕ тытать.
Район çĕрĕн-шывĕн лаптăкĕ — 2272 çм² е 227 200 га.
Шыв пурлăхĕ
тӳрлетМоркă районĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Илет юханшывăн вăтам юхам тăрăхĕнче вырнаçнă. Район территорипе Илет тата унăн сылтăм юппи Юшут, çаплах пĕчĕк шывсем — Арă, Вонжа, Ировка, Тюшумка, Шалинка, Шора, Яранка тата урăххисем — юхаççĕ.
Район территоринче 50 пĕчĕк кӳлĕ. Виççĕшĕ — Ергешьер, Кужьер, Шучьер — патшалăх хӳтĕлевĕнче. Çаплах районта 33 çăлкуç пур.
2002 çулта район территоринче 9500 га лаптăклă регион шайлă «Моркă» биологи çутçанталăк управне касса хунă.
Халăх
тӳрлетРайонта 2006 çулхи кăрлач, 1 тĕлне 33.98 пин çын пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлетРайона 1924 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун шутне Царёв Кокшайск уесĕн Кумушъял, Морки, Шиньши вулăссен тата Сотнур вулăсĕн пай территрийе кĕнĕ.
Экономика
тӳрлетМинерал янтти
тӳрлетМорки районĕнче чылай минерал янтти пур: карбонат тăпри, цемент чĕрри, гипс тата ангидрид, çурт-йĕр тумалли тата силикат хăйăрĕ, тăм, чул.
Промăçлăхĕ
тӳрлетХалĕ районта 17 пĕчĕк промăçлă предприяти, 3 çурт-йĕр тăвакан фирма, 1 автотранспорт предприятийĕ, 1 газ-компрессор станцийĕ.
- Зеленогорск вăрман комбиначĕ
- Моркă хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
- Кужер вăрман хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
- Сĕт-çу завочĕ
- Коркатово карьер управленийĕ
- Йошкар-Ола «Контакт» тата çурмапроводник приборĕсен завочĕсен филиалĕсем
- Моркă ЛМУМГ КС-21
Ял хуçалăхĕ
тӳрлетТранспорт
тӳрлетПаллă транспорт артерийĕ — Горький чукун çулĕн Юшут чукун çул турачĕ — района Суслонгер чарăнупа çыхăнтарать.
Хуçалăхсем хушшинчи çыхăну валли автомобиль транспорчĕпе усă кураççĕ.
Культура тата çутĕç
тӳрлет2004 çулхи пуш, 1 тĕлне районта пулнă:
- 42 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, çав шутра
- 17 вăтам
- 13 тĕп
- 10 пуçламăш
- 2 шкул-сачĕ
- 6 шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕ
- 1 ача-пăча реабилитаци центрĕ
- 1 професси училищи
Моркă районĕнче 70 культура йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.
Вĕсем хушшинче:
- канупа культура район центрĕ
- 28 ял культура çурчĕ
- 3 ял клубĕ
- 31 библиотека
- ӳнер ача шкулĕ
- 4 музей
- М.Н. Янтемир ячĕллĕ литературăпа этнографи музейĕ
- С.Г. Чавайн ячĕллĕ литературăпа музей комплексĕ
- Н.И. Казаков музейĕ
- Н.С. Мухин музейĕ
- 13 шкул музейĕ
Спорт
тӳрлетРайонта ĕçлет:
- 27 волейбол
- 20 баскетбол
- 13 футбол площадки
- 18 футбол уйĕ
- 8 стрелок тирĕ
- 9 йĕлтĕр бази
- шывра ишмелли бассейн
- 18 спорт залĕ
- ал пӳскипе вылямалли уй
Сывлăх сиплев çурчĕсем
тӳрлет2004 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 45 сиплев йĕркелĕвĕ пулнă, çав шутра:
- район тĕп пульици
- 1 участок пульници
- 40 фельдшер-акушер пункчĕ
- 3 сиплев пункчĕ
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ ОКТМО (рус.)
- ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.) — Росстат, 2023.
- ^ Главы администраций муниципальных образований республики Марий Эл
- ^ Собрание депутатов.
- ^ Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Перечень наименований населённых пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.
Каçăсем
тӳрлет- Юшут чукун çулĕ«Cайте о железной дороге»2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Сергей Болашенко сайтĕнче