Апат лаҫҫи, апат-çимĕçе пĕçермелли вырăнĕ. Уйрăм çынсен хваттерсенче яланхилле ку пĕр пӳлĕм, ресторансенче тата урăх нумай çын валли апат-çимĕç пĕçермелли вырăнĕсенче ку 3-4 пӳлĕм е нумайтарах.

хваттерте Апат лаҫҫи

Кухня мĕнле пулмалла тӳрлет

Апата лайăх та тутлă пĕçерсе хатĕрлесси кухньăран нумай килет. Çавăнпа та кухня пурăнмалли пӳлĕмсенчен уйрăм пулмалла, ăна таса тытмалла. Кухня урайне тата унăн стенисене çуллă сăрпа сăрламалла. Апат хатĕрлемелли сĕтел шăтăк-çурăксăр пулмалла, мĕншĕн тесен сĕтел çурăкĕсене кĕрсе ларнă продуктсен юлашки хурт-кăпшанкăсемпе сиенлĕ микробсене ĕрчемелли, тасамарлăха сармалли вырăн пулса тăрать. Апат хатĕрленĕ хыççăн сĕтеле, ĕç хатĕрĕсене тата савăт-сапана вĕри шывпа çуса типĕтмелле. Юр-вар усрама уйрăм шкаф пулмалла.

Кухньăра плитапа духовка пурри лайăх апат пĕçерме нумай пулăшать. Плитапа духовкăна вырăсла кăмака умне тата подтопка çумне те тума пулать. Апата газ плитипе, электроплитапа, примуспа, керосинкăпа та пĕçереççĕ. Çуллахи вăхăтра лаçра духовкăпа плиталлă пĕчĕк кăмака лартсан та лайăх.

Кухньăра ĕç хатĕрĕсемпе савăт-сапа çителĕклĕ пулни апат пĕçерессине çăмăллатать тата апата тĕрĕс пĕçерсе хатĕрлеме ăна илемлĕ сăн пама пулăшать

Апат-çимĕç пĕçермелли ĕç хатĕрĕсем тӳрлет

Кухньăра çакăн пек ĕç хатĕрĕсем кирлĕ:

  • аш-какай, пулă тата ытти çимĕçсене вĕтетме мясорубка;
  • аш-какая çапса çемçетмелли йывăç мăлатук;
  • аш-какай шăммисене вакламалли пысăк çĕçĕ е пĕчĕк пуртă;
  • аш-какая, пулла, пахчаçимĕçе вакласа турама ывăс;
  • пиçнĕ çĕрулмине е ытти çимĕçсене тӳмелли тукмак;
  • пиçекен апата пăтратмалли калак;
  • бульонпа сĕт сĕрмелли вĕтĕ аласем;
  • банкăсем

т. ыт. те.