Çăпала
Çăпала — вăрăм алăллă мăн (калăпăшĕ 100мл туллирен ытла) кашăк.
Яшка, компот, сĕт тата ытти шĕвек çимĕçе хатĕрленĕ савăт-сапаран турилккене, чашкăна ярса илнĕ чух ус кураççĕ. XX ĕмĕрте çăпаласене металран (тутăхман хурçăран е алюминирен) тума тытăнаççĕ. XX ĕмĕрĕн вĕçĕнче – XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пластик çăпаласемпе ус кураççĕ.
Тĕпел çăпалине яшка сапипе пĕрле сĕтел çине лартаççĕ. Ăна мельхиортан, кĕмĕлтен те тăваççĕ.
КаçăсемПравить
- Половник — В. В. Виноградов. История слов. Этимология.