Куснар (Куславка районĕ)
Куснар — Чăваш Енĕн Куславка районĕнчи ял. Куснар ял тăрăхĕн центрĕ.
|
Шупашкара çитме 75 çм, Куславкана — 24 çм, ч.-ç. чарăнăвĕ Вăрмара 20 çм. Ялтан кăнтăралла Аниш шывĕ юхать. Çурçĕртен кăнтăралла 1 çм, анăçран тухăçалла 1,25 çм.
Аслă Куснар ялĕ 1917 çулхи Октябрьти пăлхав умĕн Хусан кĕпернине, Шупашкар уесĕнчи Карач ( Никольски) вулăсне кĕнĕ. Пирĕн ял Энĕш юханшывĕн сулахай енчи лаптăкĕнче çӳллĕ мар сăртра вырнаçнă. Юнашарах – Тукай, Васнар, Чартак, хĕвелтухăç енче – Мăкрой, Энĕш, сылтăм енче Уй картиш (тепĕр майлă Малти шур) урамĕсем.
2001 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн ялти 414 хуçалăхра – 1064 çын, Куснарпуçĕнче 76 хуçалăхра 150 çын пурăннă.
Ӗлĕк-авал Куснар ялĕ ку вырăнта пулман теççĕ. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, пирĕн ял, Энĕш шывĕн сылтăм енче, çӳллĕ мар сăрт айĕнче, Чăршкасси ялĕн масарĕ çывăхĕнчи Ямаш çырми патĕнче пулнă. Халь ку вырăна пирĕн ял çыннисем Кивçурт лаппи теççĕ.