Красноярск чукун çулĕ

Красноя́рск чукун çулĕ — Çĕпĕрĕн кăнтăрĕнчи чукун çул. Çул Анăç-Çĕпĕрпе Тухăç-Çĕпĕр çулĕсене çыхăнтарать, тĕп транзит йĕрĕ шутланать, Транссиб варринче пулать. Çул управленийĕКрасноярск хулинче.

Красноярск чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Красноярск чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1936 çултанпа
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Красноярск
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЖД»
Хисеп кодĕ: 88
Тасăлăвĕ: 3 157,9 км
Красноярск чукун çулĕн управлени çурчĕ.

Çул шутне Абакан тата Красноярск уйрăмĕсем кĕреççĕ. Çулсен эксплуатаци вăрăммăшĕ 2006 çул тĕлне — 3157,9 км.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Новониколаевскпа (халĕ Çĕн Çĕпĕр) Красноярск хушшинчи пĕрмай куçăма 1898 çулта ĕçе кĕртнĕ, Красноярскпа Иркутск хушшинче — 1899 çулта, Енисей урлă Азири пысăк чукун çул кĕперне туса пĕтерсен.

1904 çулхи кăрлач — 1905 çулхи юпа тапхăрĕнче Çĕпĕр чукун çулĕ вырăс-япун вăрçи вăхăтĕнче çар çыннисене, хатĕрĕсене куçарнă чухне кирлĕ ĕç тăвать.

1926 çулта АчинскАбакан йĕрне тăваççĕ. 1949 çулта Новокузнецк — Абакан, 1950 çулта Абазана çити çул тума тытăннă. 1960-мĕш çулсенче АчинскЛесосибирск, Красная Сопка — Кия-Шалтырь, Камышта — Саяно-Шушенская ГЭСĕ йĕрсене тăваççĕ. 1965 çулта Абакан — Тайшет (Уяр — Саянская турачĕпе пĕрле) тума пуçлаççĕ. 1970-мĕш çулсенче Решоты — Карабула йĕрне тăваççĕ.

Красноярск çулĕ пĕрремĕш хăй ирĕклĕхне 1936 çулта тивĕçет. 1961—1979 çулсен тапхăрĕнче çул Тухăç-Çĕпĕр чукун çулĕнче шутланнă.

Красноярск чукун çулĕ 2007 çулта инçе çити 6,7 миллион ытла пассажира тата хулаçум куçăмĕнче 13,5 миллион çынна турттарнă. 2007 çулта чукун çулпа 74,2 миллион тоннă тĕрлĕ япала куçарнă[1]. Ытларах чул кăмрăкĕ, вăрман, чул тăпра, çурт-йĕр материалне тата шĕвек япала турттарнă.

2003 çулхи юпа, 1 ФПУП «Красноярск чукун çулĕ» УАО «Раççей чукун çулĕсем» шутне территори филиалĕ правапа кĕрет.

Паянкуна (2006 год) Красноярск чукун çулне 97 структура пайĕ: 179 чарăну, 17 çул дистанцийĕ, 6 çул машинисен чарăнăвĕ, 10 сигнализаципе çыхăну дистанцийĕ, 18 контейнер лаптакĕ тата урăх ĕç уйрăмĕ.

2004 çулхи раштав, 7 Красноярск Енĕ 70 çул тултарнă тĕлĕпе эксплуатацине регионăн тĕп хулин çĕнĕ чукун çул вокзалне ĕçе янă. Çĕнĕ вокзала Красноярскра тăвассине 2003 çулта пассажир куçăмĕ Красноярск витĕр нумайланнипе йышăннă. Вокзалпа вокзал комплексне тума 1,5 миллиарда яхăн тенкĕ тăкакланă. Халĕ Красноярск вокзалĕ Урал лешьенчи чи илемли те хăтли шутланать. Çĕнĕ çуртра 16 билет кассине вырнаçтарнă — ку малтанхаинчен 6 хутчен нумайрах. Вокзалăн лаптăкне те пысăклтнă. Пассажир сервисне те çӳле хăпартнă.

2005 çулхи çĕртме, 4 Красноярск-Пассажирсен чарăнăвĕн вокзал çумĕнчи лапамне те ĕçе янă. Вокзал çумĕнчи лапама çĕнетме 170 миллион тенкĕ укçана пĕтернĕ. Лаптăкне пĕр пин те пиллĕк çĕр тв. м. пысăклатнă. Лапама хăй евĕр скульптура композицийĕ — 16 метр çӳлĕшлĕ стелла çине лартнă арăслан кĕлетки — кӳрет. Çурлапа кĕреçеллĕ арăслан — Красноярск хулин геральд символĕ. Сăмахран, Красноярск вокзалçум лапамĕ — çĕршыври геральд символĕсемпе капăрлатнă пĕртен пĕр вокзал пулать.

Çул çинче ĕçлекен йышĕ — 53 пинрен ытла çын.

Тытăмĕ

тӳрлет
 
Красноярск вокзалĕн çĕнĕ çурчĕ
  • Абакан çул дистанцийĕ (а)
  • Аскиз çул дистанцийĕ (а)
  • Ача çул дистанцийĕ
  • Боготол çул дистанцийĕ
  • Аскиз вакун деповĕ
  • Боготол вакун деповĕ
  • Ила вакун деповĕ
  • Ужур вакун деповĕ
  • Абакан чукун çул чарăнăвĕ
  • Ачинск — I чукун çул чарăнăвĕ
  • Ачинск — II чукун çул чарăнăвĕ
  • Заозерная чукун çул чарăнăвĕ
  • Иланская чукун çул чарăнăвĕ
  • Красноярск-Пассажирский чукун çул чарăнăвĕ
  • Красноярск-Восточный чукун çул чарăнăвĕ
  • Мариинск чукун çул чарăнăвĕ
  • Иланская çул дистанцийĕ (к)
  • Ингольская çул дистанцийĕ (к)
  • Козульская çул дистанцийĕ (к)
  • Кошурниковская çул дистанцийĕ (к)
  • Красноярская çул дистанцийĕ (к)
  • Мариинская çул дистанцийĕ (к)
  • Междуреченская çул дистанцийĕ (а)
  • Решотская çул дистанцийĕ (к)
  • Саянская çул дистанцийĕ (а)
  • Суриковская çул дистанцийĕ (к)
  • Тагульская çул дистанцийĕ (а)
  • Ужурская çул дистанцийĕ (а)
  • Уярская çул дистанцийĕ (к)

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ «Путь инвестиций». Журнал «Эксперт-Сибирь» № 30-31, 2008 год

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.