Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ

Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕТранс Çĕпĕр магистралĕн пайĕнчи чукун çул.

Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1961
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Çĕн Çĕпĕр
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЧÇ»
Хисеп кодĕ: 83
Тасăлăвĕ: 8 985,6 км

Çулăн кун-çулĕ

тӳрлет
 
«Новосибирск-Главный» вокзалăн çурчĕ

Çула 1892—1896 çулсен тапхăрĕнче хысна укçипе хывнă. Паллă йĕрĕсем: ЧелепиКурган (1893), КурганОмск (1894), Омск — Обь (1895). Ăренпур, Тобол, Томск, Иркут кĕпернисен, Акмола облаçĕн территорипе пырать. Çул тăсăлăвĕ 1899 çул тĕлне — 1408 км.

Çул Чукун çулсен министерстви тытăмĕнче шутланнă, çул управленийĕ Челепире пулнă. 1899 çулта Вăтам Çĕпĕр чукун çулĕпе пĕрле Çĕпĕр чукун çулне хушнă.

Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн хальхи системи 1961 çулта Омскпа Томск чукун çулĕсене пĕрлештерсен пулса тăнă. Çул УАО «Раççей чукун çулĕсем» филиалĕ шутланать. Çул управленийĕ — Çĕн Çĕпĕрте.

Çулăн пахалăхĕ

тӳрлет

Çул Омск, Çĕн Çĕпĕр, Кемĕр, Томск облаçĕсен, Алтай Енĕн тата Казахстанăн çурçĕрĕнчи темиçе пайĕ керекен территорисене çыхăнтарать.

Çулăн тĕп магистралĕсен тăсăлăвĕ — 8.985,6 км, эксплуатаци тăсăлăвĕ — 5.602,4 км. Çул шутне Транссибăн пайĕ, Вăтам Çĕпĕр чукун çулĕн пайĕ кĕрет. 1996 çулта çул шутне Кемĕр чукун çулĕпе Томск пайĕ кĕрет.

Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ ытларах çĕр кăмрăкне (70,8 %), çурт-йĕр материалĕсене (5,5 %), нефть тухăçĕсене (4,5 %), хура металлсене (3,8 %) турттарать.

Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн тытăмĕ

тӳрлет

Çулăн уйрăмĕсем

тӳрлет
  • Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Алтай уйрăмĕ, тĕпĕ — Барнаулра - НОД-4
  • Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Кузбас уйрăмĕ, тĕпĕ — Кемерте (малтан КУзбас чукун çулĕ) - НОД-3
  • Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Çĕн Çĕпĕр уйрăмĕ, тĕпĕ — Çĕн Çĕпĕрте - НОД-2
  • Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Омск уйрăмĕ, тĕпĕ — Омскра - НОД-1

Каçăсем

тӳрлет