Колыма (юханшыв)


Колыма́ (якут. Халыма) — Якутипе, Магадан облаçĕнчи юханшыв, Аян-Юрях тата Кулу юханшывсен пĕрлешнинчен пуçланать. Тинĕсе виçĕ тĕп юппипе кĕрет: Колымская (Каменная), сылтăмми, карапсем ишекенн, Походская тата Чукочья. Дельта тăршшĕ 110 çх, лаптăкĕ 3000 çх².

Колыма
якут. Халыма
Колыма утă уйăхĕнче нумай см хулăмăшлă юр айĕнче
Колыма утă уйăхĕнче нумай см хулăмăшлă юр айĕнче
Характеристика
Тăршшĕ 2 129 км
Бассейн  лаптăкĕ  643 пин км²
Шыв системи Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 3800 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ юханшывсем пĕрлешни: Аян-Юрях и Кулу
 • Вырнаçу Охот-Колыма сăртлăхĕ
 • Координатсем 61°46′13″ с. ш. 149°34′53″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/P
Шыв вăрри Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕ
 • Координатсем 69°33′05″ с. ш. 161°21′51″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/R
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Якути, Магадан облаçĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Колыма (юханшыв) (Раççей)
Точка
Точка
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри

Юпписем

тӳрлет

Чи пысăк юпписем: Таскан, Сеймчан, Поповка, Ясачная, Зырянка, Ожогина, Седедема — сулахайра; Бахапча, Буюнда, Балыгычан, Сугой, Коркодон, Каменка, Берёзовка, Омолон, Анюй — сылтăмра.

Истори

тӳрлет

Вырăссем Колыма юханшывне 1638—39 çулсенче казаксем Индигирка тата Алазея уçнă хыççăн çитнĕ. 1644 çултах Михаил Стадухин колыма Анат Колыма хĕллĕхи çуртне никĕслесе хастар çапăçакан чукчăсем çинчен пĕлтернĕ. Каярах çак вырăнтан хĕвелтухăç еннелле талпăннă.

Семён Дежнёв ытти казаксемпе пĕрле Анадырь вăррине тупма тинĕспе çулçӳреве тухнă. КУнтан тинĕс çыранĕсене тата çывăхри утравсене тĕпчеме нумай экспедици хускалнă. Дмитрий Лаптев 1741-мĕш çулта Чул Колыма вăрринче маяк лартнă. Врангель, Биллингс тата ытти экспедицисем те çакăнтан пуçланнă.

Колыма юханшывĕ тăрăхĕнче ССРС вăхăтĕнче ГУЛАГăн Береглагĕ вырнаçнă.

Портсем

тӳрлет

Колыма тăрăх Бахапча вăрри таран карапсем çӳреççĕ; навигаци 3—3,5 уйăх. Тĕп портсем: Усть-Среднекан, Зырянка, Черский, Зелёный Мыс, Край Лесов.

Гидроэнергетика

тӳрлет

Юханшыв çинче Магадан облаçĕн пысăк пайĕпе Магадан хулине электричествăпа тивĕçтерекен Колыма ГЭСĕ вырнаçнă. Халĕ Усть-Среднекан ГЭСĕ тăваççĕ. Колыма бассейнĕнче ылтăн çĕруправĕсем пур. Юханшывăн анат юхăмĕнче ряпушка, муксун, сиг, нельма, омуль пуллисене тытаççĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет