Ковалюк Лидия Алексеевна

Ковалюк Лидия Алексеевна, (1945 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ, Алманчă ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, прозăçи.

Лидия Ковалюк
Çуралнă вăхăт: 1945 çулхи юпан 1-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Алманчă ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, прозăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: РФ ÇП Хисеп хучĕ (2003)

1983 çултанпа Чăваш Ен журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. 2002 çултанпа РФ ÇП пайташĕ. 2003 çулта РФ ÇП Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

1945 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă.

Педагогика пĕлĕвне Çĕпĕрти Тулун хулинчи училищĕре илнĕ.

Чăваш патшалах университетĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Алманчă вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кайран Кӳкеçри тата Апашри вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.

Нумайранпа кĕнеке юратанкансен Республикăри общество ĕçне йĕркелесе пырать.

Ӗçĕсем тӳрлет

Çырма вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ырă ят» (1985);
  • «Тавах, ачам» (1990);
  • «Çурхи вăй» (1997);
  • «Шурă акăш» (1999);
  • «Юрату çалкуçĕ» (2002);
  • «Саккăрăн-саккăрла» (2003);
  • «Исканий не окончен шаг» (Шырав ĕçĕн утăмĕ петмен-ха, 2004).

Унăн калавĕсене шкул программине кĕртнĕ.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет