Кивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)

Кивĕ Эйпеç (выр. Старые Айбеси) — Чăваш Енĕн Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн ялĕ. Ялта вăтам шкул, вулавăш, почта уйрăмĕ, врач офисĕ, культура çурчĕ, ача-пăча сачĕ, Чапаевка вăрман хуçалăхĕ, лавкасем пур.

Кивĕ Эйпеç
Кивĕ Эйпеç
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Улатăр
Ял тăрăхĕ Кивĕ Эйпеç
Координатсем 54°57′ с. ш. 47°03′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1710
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83531
Почтă индексĕ 429807
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 203 875 001
Кивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ) (Раççей)
Точка
Кивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ) (Чăваш Ен)
Точка
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кивĕ Эйпеç пăхăр.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

тӳрлет

1061 çын (2006) пурăнать. Ленин, Николаев, К. Маркс, Шкул, Пионерсен, Çамрăксен, Октябрь, Пульницă урамĕсем.

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 880 çын, çав шутра 446 арçын, 434 хĕрарăм пурăннă[1].

Кун-çулĕ

тӳрлет

170 çул патнелле хальхи Елчĕке Йĕпреç яленчен тухнă хресченсем никĕсленĕ[2]. 1880 çулта 92 килте 303 арçынпа 265 хĕрарăм пурăннă. 1897-мĕш çулта 121 килте 393 арçынпа 404 хĕрарăм.

1840-мĕш çулта халăх шкулĕпе чиркӳ уçăлнă.

1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕн Тархан вулăсне кĕнĕ.

1920-мĕш çултан Çĕрпӳ уесне, 1921-1927- Патăръел уесĕн Турхан вулăсне, 1927 çултанпа Улатăр районне, 1939-мĕш çултанпа Первомайски районне, 1959 çултанпа - Патăръел районне, 1959 çултанпа Улатăр районне кĕрет[3].

Паллă ентешсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет