КарамышкаСарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Сторожовка муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ сала.

Ял
Карамышка
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарăту облаçĕ
Муниципаллă район Татищево районĕ
Муниципаллă йĕркеленӳ Октябрьский
Ял  Ял
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Почтă индексĕ 412172
Автомобиль кочĕ 64, 164
ОКАТО кочĕ 63 246 820 001

Ял юнашар вырнаҫакан Карамыш юханшывӗн ячӗнчен хӑйӑн ятне илнӗ. Тӗрӗк чӗлхисенчен ку "кара" - хура, "маш" - тӑвакан, юлашкинчен "хуратакан" пӗлтерет[1].

Тавралӑх

тӳрлет

Татищево районӗн центрӗнчен 16 ҫухрӑм анӑҫалла тӳрӗ ҫулпа, облаҫ центрӗнчен 46 ҫухрӑм вырнаҫнӑ. Ял пӗр ятлӑ юханшывӑн икӗ хӗрринче лартнӑ. Карамышка урлӑ P208 регион автотрасси ларать, унта рейслӗ автобуссем каяҫҫӗ. Пурӑнан вырӑнтан кӑнтӑрпа анӑҫра нефть уҫнӑ ҫӑлкуҫӗсем, ҫурҫӗрте "Егорьевский" вӑрманӗ вырнаҫнӑ.

Кунҫул

тӳрлет

Ял пӗрремӗш хут 1763-мӗш ҫулта Кильдишева Евдокия Семёнова кнеҫӗн хуҫалӑхӗ пек пӗлнӗ. Юлашки улпут Беклемишев Михаил Николаевич, паллӑ Карамышка паркне тунӑ. Совет тапхӑрӗнче "Большевик", "Чапаев ячӗллӗ" тата "Ефимов-Саратовец ячӗллӗ" колхозӗсем ӗҫленӗ[2][3].

1886 ҫулхи статистика даннӑйӗсемпе, Карамышкӑра 117 ҫурт-хуҫалӑх, ӑҫта 325 арҫынпа 344 хӗрарӑм пурӑннӑ. Карамышкӑри ҫуртсем йывӑҫран тунӑ, вӗсенчен виҫҫӗмӗшӗ йывӑҫпа тимӗр витнӗ пулнӑ, ыттисем улӑмпа. Икӗ промышленоҫ ҫурчӗ пулнӑ. Чиркӳ Карамышкӑра ҫук, ялтан 7 ҫухрӑмра вырнаҫакан Карякинӑри Вознесени Чиркӗвӗ патӗнче ҫырнӑ.

1917 ҫулхи раштавра, Юпа пӑлханӑвӗ хыҫҫӑн, Карамышкӑра хресченпе ӗҫлев депутатӗсен канашӗ туса хунӑ, унтан чухан комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Администтрациллӗ ентен ял Карамышка ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. 1929 ҫултан "Большевик" колхозӗ ӗҫлет, ӑҫта нумай чухан хуҫалӑхсем кӗнӗ.

1942 ҫулхи утӑпа ҫурла уйӑхӗсенче, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, ял ҫӗрӗнче 308-мӗш перекен дивизийӗ выртса лартнӑ (унӑн астӑвӑмра 1995 ҫулта мемориал хуми уҫнӑ). Вӑрҫӑра 70 Карамышка ҫынни вилнӗ.

1964 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫламӑш шкул уҫнӑ. 1965 ҫулта Карамышкӑна "Ефимов-Саратовец ячӗллӗ" колхозӗн тӗпӗ тунӑ. 1968 ҫулта ача-пӑча сачӗ уҫнӑ, кивӗ йывӑҫ кӗперӗ вырӑнне тимӗр-бетон кӗперне хурса лартнӑ. Лавкка тунӑ. 1980 ҫулта ялӑн тӗп урамӗсенче асфальт тунӑ, икӗ ҫултан медицина вырӑнӗ уҫнӑ, 1984 ҫулта ҫурт-хуҫалӑхсен газификацие вӗҫленӗ тата ҫӗнӗ "Комсомол" урамне тунӑ.

Халӑх

тӳрлет

Пурăнан вырăнта пурăнать:

Ӳкерчӗк галерейӗ

тӳрлет

Асӑрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет